21 апреля 2017 г.
Хальхи вăхăтра эпир тĕнчери лару-тăрупа, политикăпа çыхăннă мĕн тĕрлĕ информаци, хыпар илтместпĕр пуль, вĕсем хушшинче ахаль çынсен пурнăçĕ çапах уйрăм вырăн йышăнать. Ĕçчен те сăпайлă çынсем пирки пĕлтерме эпир яланах кăмăллă. Сăмахран, 50 çул çума-çумăн пурăнакан мăшăрсене асăнмасăр мĕнле иртĕн-ха? Ун пек мăшăрсем районта сахал мар.
Акă Кив Атикассинчи Галина Николаевнăпа Геннадий Григорьевич Кузнецовсем çур ĕмĕр шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ. 1967 çулта Геннадий Григорьевич кỹршĕ ял хĕрĕпе, Вырăсушкăнче пурăнакан Галинăпа, çемье чăмăртанă. Мăшăр икĕ ывăл тата пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурнăçра чăрмавĕ те, такăнмалли те, йăнăшĕ те пулнах-тăр, анчах мăшăр пĕр-пĕрне куçран куçа пăхса ăнланни, тĕрев пани вĕсене çĕнтерме пулăшнă.
Çак уйăхрах çемье пуçлăхĕ Геннадий Григорьевич 75 çул тултарнă, ачисемпе мăнукĕсенчен, ял-йышран ăшă салам йышăннă. Сăмах май, вăл хăй вăхăтĕнче нумай çул Кив Атикасси ял тăрăхĕн ĕçтăвком секретарĕнче, каярахпа (1987-1997 çулсенче) Ял канашĕн председателĕнче вăй хунă. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнăшăн "Ĕçри хастарлăхшăн" медале, Хисеп грамотисене, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
70 çула çывхаракан Галина Николаевна нумай çул "Марксист" колхоз бухгалтерийĕнче ĕçленĕ, халĕ "Росгосстрахра" 20 çула яхăн вăй хурать. Кузнецовсем - çирĕп те телейлĕ çемье управçисем. Чунĕпе çамрăк, ырă кăмăллă мăшăр паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"