26 апреля 2017 г.
Кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕ яланхи пек ăшă та хĕвеллĕ пулмарĕ - кунĕпех юр вĕçтерни хĕллехи куна аса илтерчĕ. Çавăн пек çанталăк ял ĕçченĕсене пухăнса калаçма вăхăт туса пачĕ пулин те, çав кун аякри ялсенчи хуçалăх ертỹçисем район центрне çитеймерĕç. Çапах та маларах палăртса хунă ялхуçалăх ĕçченĕсен канашлăвĕ графикпах "Коминтерн" ЯХПК-ра иртрĕ. Пухăннисем малтанах атнарсен вăрлăх упранакан кĕлечĕсене кĕрсе курчĕç. Ĕçсемпе хуçалăх ертỹçин çумĕ, тĕп агроном Николай Воронов паллаштарчĕ.
Çуракине тухма хуçалăх вăрлăх 337 тонна янтланă, пĕтĕмпех кондицие çитернĕ. Пĕр кĕлетĕнче 216 тонна урпа, 64 тонна сĕлĕ, 57 тонна çурхи тулă, 10 тонна рапс (хура çĕртме валли), хуçалăх хăй туса илнĕ 12,5 тонна люцерна вăрри тап-таса выртать. Тепĕр çĕнĕ, икĕ пин тонна яхăн тыр-пул кĕрекен складра ĕç шăв-шавĕ тăратчĕ. Кунта Трапай ялĕнче пурăнакансен бригади пăрçапа сĕлле имçамласа хутăштарать иккен. Çапла çав кун урамра ĕçлеме май çук пулсан та çуракине хатĕрленесси кунта пĕр минут та чарăнса тăмасть. Техника енчен те çуракине тухăçлă тата вăхăтра ирттерме кунта пĕтĕмпех çителĕклĕ. Çĕнĕ йышши куль-тиваторсем, дискаторсем тата ытти агрегатсемпе техника ĕçе хатĕр тăраççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, хуçалăх техника паркне çĕнетме ултă миллион тенкĕ хывнă. Малаллахи канашлу хуçалăх кантурĕнче иртрĕ.
Альбина Борисовна Новикова хуçалăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. "Коминтерн" хуçалăх виçĕ пин гектара яхăн çĕрпе усă курать. 1500 гектар лаптăк çинче тĕштырă йышши культурăсем ỹстерсе илеççĕ, 200 гектарне çулленех кукуруз валли уйăраççĕ, 500 гектар - пусă уйĕ, каярахпа унта кĕрхисене акса хăварма палăртаççĕ. Кĕрхи культурăсене "Коминтерн" 700 гектар ытла акнă пулнă, унтан 300 гектарĕ путланни паллă. Технологи енчен йăнăшни е çутçанталăк айăпĕ? Çĕр ĕçченĕн тăкак курнăшăн пăшăрханма май пур. Çапах та кĕрхи культура тыр-пул ỹстерсе илекенсене тухăç енчен пысăк шанчăк парса тăрать. Çавăнпа ăна ытти хуçалăхсем те май пур таран ытларах акса хăварма палăртаççĕ. Çавăн пекех хуçалăх ертỹçисем тупăшлă ĕçлес тесен тĕштырăпа кăна ĕçлени çителĕксĕррине палăртрĕç.
Паянхи кун выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк укçа туса илме май парать. "Коминтерн" ЯХПК-нах илер. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта хуçалăх 174 тонна аш чĕрĕ виçепе, 670 тонна сĕт сутнă. Асăннă продукцисене сутса пысăк тупăш илнĕ. Ĕне шутне кунта 40 пуç таран ỹстернĕ, 460 пуçа çитернĕ. 2016 çулта кашни ĕнерен пĕтĕмпе 6573 килограмм сĕт сунă. Çак кăтартупа пирĕн район республикăра пиллĕкмĕш вырăнта, ытти кăтартусемпе варринче тăрать. ъ
Паллашăр: çĕнĕ хуçалăхсем
"СТК 21". Тĕп вырăнĕ - Санкт-Петербургра. Ку вăрлăхпа техника компанийĕн районти представителĕсем хальлĕхе "Нива" ЯХПК-ра вырнаçнă, ертỹçи - Н.С.Артемьев, агрономĕ - Л.С.Стафик. Çĕнĕ хуçалăх пушă выртакан çĕрсене Питĕркасси ял тăрăхĕнче илнĕ. Кăçал çуркунне вĕсем "Нива" хуçалăхăн техникипе усă курса 300 гектар çурхи тулă, урпа акма палăртнă. Кĕркунне вара 300 гектар кĕрхи культурăсене акса хăварас шухăшлă. Вăрлăхĕ те, удобренийĕ те пур. Пурăна киле компани люцерна ỹстерсе вăрă çапса илме тата ытти йышши ỹсентăрансене ỹстерме палăртать. Ĕç-пуç майланса кайсан çĕр лаптăкне компани пилĕк пин гектара çитересшĕн. Хальлĕхе вара компани хăйне валли тĕпленмелли никĕс шырать, вăл паллă пулсан кунта хуларан техника та илсе килмелле.
Л.А.Самарин - Анат Кăмашари "Дружба" ЯХПК председателĕ.
Вăл район территорийĕнчи "Аккозинское", "Победа" хуçалăхсемпе пĕрле ĕçлет, вĕсен 650 гектар çĕрне кĕркунне сухаласа хăварнă. Халĕ çав çĕрсем çинче çурхи тулă, сĕлĕ, урпа, пăрçа, вика акма шутлать. Кĕркунне тĕлне çĕр лаптăкне тепĕр 400 гектар хушасшăн, унта вара кĕрхисене акма палăртать. Вăрлăхне çителĕклĕ янтласа хунă. - Асăннă хуçалăхсенче ĕçленĕ çынсем тахçантанпах ĕç укçи тытса курман, ĕçлес туртăм сисĕнет. Кĕрхи ĕçсене те вĕсем пысăк тăрăшулăхпа пурнăçланăччĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсене те туслă пурнăçласа ирттерессе, сирĕн районти хуçалăхсемпе килĕштерсе ĕçлессе шанатăп, - терĕ Леонид Самарин. Ĕçлекен çынна тĕксе ямастпăр, терĕ Владимир Храмов. Çавăн пек пуçаруллă çынсем килсе ĕçлеме пуçласан, районта малашне юхăнса выртакан çĕрсем, пушă ларакан ферма çурчĕсем те пулмĕç. Шанатпăр.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"