26 апреля 2017 г.
Апрелĕн 29-мĕшĕ - Чăваш патшалăх символĕсен кунĕ. Вĕсене йышăнса çирĕплетнĕренпе кăçал 25 çул çитрĕ. Çакна халалласа республикипех апрелĕн 28-мĕшĕнче пĕр вăхăтрах чылай мероприяти иртет. Эпир те, хĕрлĕчутайсем, аякра юлмастпăр. Апрелĕн 28-мĕшĕнче чи малтан 12 сехет те 30 минутра Çĕнтерỹ лапамĕнчен массăллă велочупу старт илет. Велочупăва хутшăнакансем ялавсем вĕлкĕштерсе асăннă лапамран Çĕнĕ урам тăрăх, унтан "Сура" автотрассăпа, кайран Советски урамĕпе пырса чиркỹ тĕлĕнчен иртсе Ленин урамĕ тăрăх каяççĕ, 23 номерлĕ аптека патĕнчен çаврăнса Çĕнтерỹ лапамне каялла çитеççĕ. 13 сехет те 30 минутра "Республика символĕсем - халăх символĕсем" ятпа концерт иртет. 13 сехет те 50 минутра сумлă хăнасем пурне те Чăваш патшалăх символĕсене 25 çул çитнĕ ятпа саламланă хыççăн лапама пухăннă пĕтĕм халăх Чăваш гимнне юрлать. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен 75 ача пурнăç йывăççине сăнлаççĕ. Чăваш гимнне юрласа пĕтернĕ тĕле асăннă ачасем А4 форматлă сарă тата хĕрлĕ хутсем йăтса чăваш ялавне евĕрлеççĕ. Ентешсем, пирĕн хамăр ялавпа, гербпа, гимнпа мухтанма тата мăнаçланма пĕлмелле.
Александр САМСОНОВ, райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"