АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну çулран-çул çирĕпрех

26 апреля 2017 г.

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти "Салют" Культура керменĕнче хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Тĕп хуламăрта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене Сорăм ялĕнчен тухнă Земфира Яковлева ертсе пыракан "Çĕн ял" фольклор ушкăнĕ чăвашсен юрри-ташшипе саламласа кĕтсе илчĕ. Хĕрлĕ Чутай делегацийĕнче те ертỹçĕсем кăна мар, Атнарти "Айхол" фольклор ушкăнĕ те пулчĕ. Вĕсем уяв программине хăйсен юрри-кĕввипе пуянлатрĕç. Савăнăçлă уява хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх ертỹçи Александр Самылкин уçрĕ. Унтан Зоя Сывлăмпипе Анатолий Печников çырнă "Ентешлĕх уявĕ" гимна пурте пĕрле шăрантарчĕç.

Сăмах илекенсем хушшинче район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, паллă ентешсенчен Петр Ивантаев, Вячеслав Оринов тата ыттисем пулчĕç. Кăçалхи тĕлпулăва Регина Чишкинапа Юлия Юнисова артисткăсем ертсе пычĕç, вĕсем черетлĕ уява Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланине пĕлтерчĕç. Çавна май уявра çутçанталăка сыхлас, тăван тавралăха хăтлăх кỹрес енĕпе ĕçлекенсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. "Чавал" обществăлла пĕрлешĕвĕн Тав çырăвне тивĕçнисем те нумаййăн пулчĕç. Уяв çỹллĕ шайра иртрĕ.

Тăванлăх туйăмĕ туртнипе пĕр çĕре пухăннă ентешсем Чутай çĕрĕ çинчен тухнă артистсен чаплă концертне курса савăнчĕç.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика