АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану сывлăхшăн усăллă пулĕ

26 апреля 2017 г.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче ачасен канăвне йĕркелес енĕпе ĕçлекен муниципаллă ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев ертсе пынă. Ларăва районти шкул çумĕнчи лагерьсен начальникĕсем, воспитательсем, поварсем хутшăннă. Игорь Живоев пухăннисене ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Кăçал ачасен çуллахи канăвĕ июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ. Районта шкул çумĕнчи 6 лагерь ĕçлĕ. Вĕсенче 422 ача канĕ тата сывлăхне çирĕплетĕ. Апат-çимĕç продукчĕсен пуххи кунне 85 тенкĕпе танлашĕ. Лагерь 8 сехет те 30 минутран пуçласа 14 сехет те 30 минутчен ĕçлĕ.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр районти шкулсем çумĕнче 8 лагерь ĕçленĕ, вĕсенче 400 ытла ача каннă. 2016 çулта ачасен канăвне йĕркелеме вырăнти бюджетран 1 805 600 тенкĕ уйăрнă. Ларăва районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ Алексей Ярабаев хутшăннă, вăл вĕренỹ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтнă. Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн районти санитари врачĕн пулăшуçи пухăннисене санитарипе эпидемиологи правилисем çинчен аса илтернĕ. Кашни ыйтăва пăхса тухнă, вĕсене пурнăçа кĕртмелли вăхăта палăртнă. А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика