АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра тытатпăр, мухтанатпăр

26 апреля 2017 г.

 Майăн 9-мĕшĕнче пирĕн районта "Вилĕмсĕр полк" шестви пулĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăрçăра юн, тылра тар тăкнă ашшĕ-амăшĕн, маçаккăшĕсемпе мамаккăшĕсен, кукашшĕсемпе кукамăшĕсен, пиччĕшĕ-шăллĕсен, аппăшĕ-йăмăкĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утĕç хĕрлĕчутайсем. Çапла туса Çĕнтерỹ паттăрĕсемпе мухтанни, вĕсене манманни пирки пĕлтерĕç. Кăçал шестви Çĕнтерỹ лапамĕ тăрăх утса тỹхĕ. Вăрçа хутшăннисен сăнỹкерчĕкĕсем пĕр пек пулччăр тесен вĕсене 20х30 виçепе (А4 форматлă хут листи пысăкăш) тумалла.

Çĕнтерỹ уявне çынсем хăйсен тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене илсе тухни питĕ лайăх пулăм. Çавăнпа пирĕнтен кашнийĕнех акцие хутшăнмалла. Хăвăр тăванăрăн сăнỹкерчĕкне ыттисем хушшинче курмасан кỹренме кирлĕ мар. Кашни харпăр хăйĕншĕн, тăванĕшĕн тухать. Унсăр пуçне республикăра "Георги хăйăвĕ" тата "Çĕнтерỹ Ялавĕ çумĕнчи часовой" акцисем иртеççĕ. Вĕсем майăн 9-мĕшĕччен пыраççĕ. Çак тапхăрта акцие республикăри кашни район хутшăнать. Акци чи малтанах çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас, ентешсен вăрçăри паттăрлăхне манас мар тата çĕршывăн реликвийĕсен сумне ỹстерес тĕллевпе иртет. Шкултан шкула куçакан Çĕнтерỹ Ялавĕ (копийĕ) çумĕнче вĕренекенсем хурал тăрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика