АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕн Ирчемес мĕнпе пуян, çитсе курсан хăвах туян…"

26 апреля 2017 г.

Çапла çырнă çак ялта çуралса ỹснĕ хастар чунлă сăвăç, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Алексеевич Ялкир тăван ялĕ пирки. Чăннипех мĕнпе пуян-ши çак ял? Ку ыйту çине хурав тупас тĕллевпе эпĕ истори кĕнекисемпе докуменчĕсене тишкерсе тухрăм, асăннă яла çитсе куртăм, çыннисемпе тĕл пулса калаçрăм. Çĕн Ирчемесе асфальт сарнă çулпа пырса кĕнĕ май ял пуçĕнче сарăлса выртакан кỹлĕ илĕртет. Аякран пăхсан çак ял Атăл хĕрринче вырнаçнă пекех туйăнать. Юлашки çулсенче ял сăн-сăпатне капмар та хăтлă çуртсем çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Апла пулсан ял пурăнать, малалла аталанать. Вырăнĕ те кунта, паллах, илемлĕ, пулла çỹреме аван.

Ял историйĕ çинчен Чăваш Республикин энциклопедийĕнче тата хамăр районти паллă таврапĕлỹçĕ И.Я.Данилов кăларнă "Красночетайский край" кĕнекере çапларах çырнă: "...район территорийĕнче хăш-пĕр ялсен, юханшывсен тата çĕрсен ирçе чĕлхинчен пулса кайнă ячĕсем паян кун та сыхланса юлнă. Сăмахран, Кив Ирчемес, Çĕн Ирчемес, Эрченеш. Çак ятсем (топонимсем) Мордва таврашĕнчен килнине палăртнă. 18 ĕмĕр вĕçĕнчи "Экономические примечания" документра Çĕн Ирчемес пирки çапла çырни пур: "Мочковаши (Синь Ирчемес) при овраге Поймать, 31 дворов, 112 мужчин, 125 женщин, от Курмыша 14 верст. Вблизи большой дороги из Курмыша в Буинск".

1897 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав тăрăх ялта 57 кил, 347 çын, 4 çил арманĕ, пĕр шыв арманĕ пулнă. Вырăс историкĕсем "Мочковаши" текен сăмах 18 ĕмĕрте пулса кайнине палăртаççĕ. Ĕлĕкхи тĕрĕк чĕлхинчен куçарсан вара: Мочко (хăмăш), ваш (шыв) тенине пĕлтерет. Ял историйĕпе пурнăçĕ тата çыннисем çинчен ĕç ветеранĕ, ял старости Анатолий Яхатин каласа пачĕ. - Пĕрремĕш Александр патша вăхăтĕнче (1792 çулта) çак вăрманлă вырăна юнашар ялтан (Кив Ирчемесрен) 7 арçын: Хвады,Тихи, Якат, Принкка, Иван, Сидор, Кутрак куçса килнĕ. Вĕсенчен Пранкки ятли ман асаттен маçаккă-шĕн маçаккăшĕ пулнă. Кунти вăрманлă çĕрсем пурăнма лайăх вырăн шутланнă. Пурăна киле шывлă çырма çывăхĕнче, йĕри-тавра вăрман таврашĕнче тымар яракансен йышĕ ỹссе пынă. Унта сукмаксăр пуçне урăх çул пулман, юланутпа çеç çỹреме май килнĕ. Кунта куçса килекенсем темиçе теçеттин вăрмана касса хăртнă, тырă вырмалăх çĕр хатĕрленĕ, пурăнмалли вырăна сарсах пынă. Çав ĕмĕрсенче халăх йывăр пурăннă, вĕсем вăрманта вутă-шанкă тата пушăт хатĕрлесе, çăпата туса, çутçанталăк Туррине ĕненсе пурăннă.

- Шухăшласа пăхăр-ха, ĕлĕкхи хĕрарăмсем кантăр çитĕнтерсе пир тунă, пурнăç çăмăл пулман... Выльăх-чĕрлĕх усраса тăранса пурăннă, сутă тунă, - терĕ ял старости Анатолий Филиппович.

Октябрьти революци хыççăн халăх çутта тухсан пурнăç улшăннă. 1929 çулта ялти çынсем йышпа ĕçлемелли "Новый путь" ятлă колхоз йĕркеленĕ. Ăна халăхпа суйланă, ертсе пынă. Колхоз ỹсĕмлĕ ĕçлесе пынă. Халăх лаша, ĕне, пăру витисене çĕкленĕ, пултарнă таран кирпĕч хатĕрлекен цех туса лартнă.

Çавăн пекех ялта социаллă объектсем (клуб, шкул, фельдшерпа акушер пункчĕ, лавкка, çыхăну уйрăмĕ) ĕçлеме тытăннă. Колхоз пухăвĕнче çынсене пулăшас, ял çырмисенче пĕвесем туса йăмрасем лартас, ял укăлчине карта тытас, ĕç дисциплинине çирĕплетес тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

Пĕр пухура çапла йышăннă: "Пĕр хут эрех ĕçсе урама тухакана 2 пăт тырăпа штрафлас, икĕ хут курсан 5 пăт таран, виçĕ хут курсан - ĕçе суда ярса парас". 1917-1927 çулсем хушшинче территори ыйтăвĕсемпе тĕрлĕрен улшăнусем пулса иртнĕ. Малтан Çĕн Ирчемес Кăрмăш уесĕнчен Етĕрне уесне куçнă. 1918 çулхи мартăн 19-мĕшĕнчен пуçласа 1925 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕччен Турхан вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен ял Хĕрлĕ Чутай районне кĕнĕ. 1888 çулта Турхан ялĕнче чиркỹ уçăлсан унта Турра кĕлтума çỹренĕ. 1924 çулхи январь уйăхĕнче В.И.Ленин вилнĕ хыççăн ял çыннисем пухăва пухăннă, Ленина асăнса Пантьăк лесничествинче хыр вăрманĕ лартма хутшăнма палăртнă. Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç лайăхланнă, ял çыннин ĕçĕ çăмăлланса пынă.

1939 çулта ялта 848 çын пурăннă. Анчах та 1941 çулта ял пурнăçне хăрушă инкек пырса çапнă, вăрçă пуçланнă. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ялтан 136 çын тухса кайнă, вĕсенчен 72-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Ялти Яхатинсен çемйинчен вуннăн, Чеблуковсен тăххăрăн, Фадеевсен çиччĕн вăрçăран таврăнайман. Ялта "Вилĕмсĕр полк паттăрĕсене" асăнса палăк лартнă. Çĕн Ирчемесрен хисеплĕ те паллă çынсем сахал мар тухнă. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе пурнăçра тарăн йĕр хăварнă. Малтанах çыравçă-журналиста Михаил Яковлевич Назарова асăнмалла. Вăл 1952-1962 çулсенче районта тухса тăракан "Çĕнтерỹ çулĕпе" хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă.

Петĕр Ялкир поэта районта кăна мар, республикипех пĕлеççĕ. Вăл - 30 ытла кĕнеке авторĕ. Унăн псевдонимне - Ялкира - вăрăмлатсан Ял - Кив Ирчемес пулать. Çавăн пекех Николай Филиппович Яхатин районти паллă çын. Ĕмĕр тăршшĕпех халăхпа ĕçленĕ, ĕç ветеранĕ, пурнăçне строительствăпа ялхуçалăхне халалланă. 17 çул хушши районти çурт-йĕр тăвакан ĕç коллективне, "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн транспорт уйрăмне, "Колос" хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă.

Унсăр пуçне районăн экономикипе халăх хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнă Юрий Семенович Штанкова, Юрий Яковлевич Мадикова, ачасене вĕрентес ĕçре нумай çул тăрăшнă Владимир Сергеевич Яхатина, Иван Иванович Кондратьева аса илмесĕр май çук.

В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика