28 апреля 2017 г.
Районта çуркуннепе кĕркунне Призывник кунне ирттересси йăлана кĕрсе çитнĕ ĕнтĕ. Призыв кампанийĕпе çыхăннă яваплă тапхăр тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе йĕркеленĕ çавăн пек мероприяти ĕнер районти Культура керменĕнче пулчĕ. Çавна май унта çар комиссариачĕн, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн ĕçченĕсем, аслă классенче вĕренекенсем, пулас салтаксем, ашшĕ-амăшĕ чылаййăн пухăнчĕç.
Мероприятие Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Владимир Храмов ертсе пычĕ. Пулас салтаксене райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, район прокурорĕ Валерий Шоркин саламларĕç, тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ пулнине палăртрĕç, яшсене çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа тăван киле, тăван района таврăнма сунчĕç. Ытти саламлакансем те салтак пурнăçĕ тавракурăма анлăлатни, паттăрлăх туйăмне туптани, хастарлăха ỹстерни пирки каларĕç. "Каччăсене салтака ăсатса чăн-чăн арçынсене таса та сывă кĕтсе илесчĕ", - терĕç. Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим Зарубин та çамрăксене лайăх служба пиллерĕ.
Призывник кунĕнче Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ Александр Прокопьев юлашки çулсенче çар сумĕ хăпарнине, çамрăксенчен нумайăшĕ çара контрактпа кайнине пĕлтерчĕ. Вăл районти 31 каччăна салтака тухса каймалли куна палăртса çырнă повесткăсене алăран тыттарчĕ. Александр Прокопьев повесткăсем панă май ăсату каçĕсем районта май çурринчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен пынине пĕлтерчĕ.
Салтака кайма хатĕрленекенсем ячĕпе Серенкассинчи Михаил Замуткин сăмах илчĕ. 22 çулхи Михаил кĕç-вĕç Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать. Çемьере вăл - асли, кĕçĕнни - хĕрача. Унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем те пурте çарта пулнă. Ашшĕ те Камчаткăра пограничник пулнă, çартан "Погран çарĕсен отличникĕ" медальпе таврăннă. "Салтака кăмăлпах каятăп, - тет Михаил. - Унсăрăн хальхи саккунпа килĕшỹллĕн патшалăх влаçĕн органĕсенче, вăй-хал тытăмĕсенче ĕçлейместĕн".
Каччă тупа сăмахĕсене каланă хыççăн ытти призывниксем те пĕрле тупа турĕç.
Амăшĕсен ячĕпе Питĕр-кассинчи Марина Юрьевна Вазина тухса калаçрĕ. "Сире тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн, салтак ятне çĕре ỹкермесĕр пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп", - терĕ вăл.
Призывник кунĕ Ачасен искусство шкулĕнче ĕçлекен Татьяна Зарубина тата унăн ывăлĕ Стас илемлĕ юрăсем юрланипе вĕçленчĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"