АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăка ан çунтарăр

28 апреля 2017 г.

 Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ е саппас çĕрсем çинчи типĕ курăка çунтарассине пирĕн çĕршывра саккунпа чарнă. Çакна РФ Правительствин ятарлă йышăнăвĕ палăртнă. Документпа килĕшỹллĕн асăннă вырăнсенче вутпа уççăн усă курма юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене административлă тата уголовлă явап тыттараççĕ. Вăрман çывăхĕнчи çĕрсемпе усă куракан граждансен, учрежденисен, предпринимательсен, ялхуçалăх предприятийĕсен, фермерсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата ытти организацисен юр кайса пĕтсен мĕн хĕл ларичченех хăйсен территорине типĕ курăкран, çỹп-çапран, çунакан материалсенчен тасатса тăмалла. Çак ĕçе вăрман хĕрринчен сахалтан та 10 метр сарлакăш полоса çинче пурнăçламалла.

Çавăн пекех вăрмана пушартан хỹтĕлекен пĕр-пĕр картлав, хỹме тума юрать. Апла пулин те район территорийĕнче типĕ курăка çунтарнă тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ. Айăпĕ ытларах чухне - çынсенче. Вут тивертнĕ курăка тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Типĕ курăк çине пăрахнă пирус тĕпĕ те вут-çулăм алхаснин сăлтавĕ пулма пултарать. Çанталăк çиллĕ тăнă май вăл чылай лаптăка çавăрса илеет. Вăйлă çил тухсан вут-çулăм сехетре 25-30 километр хăвăртлăхпа сарăлать. Ăна сỹнтерме питĕ йывăр. Хисеплĕ район çыннисем, сире вăрманти пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма ыйтатпăр. Уйри типĕ курăка та çунтарма кирлĕ мар. Йывăç-тĕм çывăхĕн-чи курăка та вут тивертме юрамасть.

Çỹп-çап куписене çунтарнă чухне вĕсене тимлĕхсĕр ан хăварăр. Вут-çулăм пĕр хуралтăран теприн çине ан куçтăр тесен вĕсен çывă- хĕнчи типĕ курăкпа ăпăр-тапăра пуçтарăр. Вăрмана кайсан хăй тĕллĕн илсе кайма пултаракан материал-сене, кантăк савăтсене хăварма кирлĕ мар. Пушар тухнине асăрхасан ун пирки вăрман хуçалăхĕн, пушар асăрхавĕн, полици ĕçченĕсене пĕлтермелле.

Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика