АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни нихăçан та асран тухмасть

28 апреля 2017 г.

Пурнăç çулĕ тăрăх хĕрарăмсем ытларах утаççĕ пулсан, арçынсем тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран ир уйрăлаççĕ. Штанаш ял тăрăхĕнче 80 çул урлă каçнă арçынсем нумай мар. Акă нумаях пулмасть кỹршĕри 89 çула çывхаракан Вениамин Федорович Зотова юлашки çула ăсатрăмăр, вăл ватлăхне пăхмасăр килти пĕр ĕçрен те юлмастчĕ, хăйне май кăштăртататчĕ, çулла ĕне ăсатма та хăех каятчĕ, черете те çỹретчĕ. Кинĕпе ывăлĕ хăйне упрама ыйтсан та итлеместчĕ. "Ĕçлекен çын пурăнать", - тетчĕ. Ĕç ветеранĕ, вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн пур медале те тивĕçнĕ Александр Николаевич Прокопьев халĕ ялта арçынсенчен чи асли. Вăл апрелĕн 22-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна тăванĕсем, ял халăхĕ чунтан ăшшăн саламларĕç, юман пек çирĕп сывлăх, Атăл шывĕ пек вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Александр Николаевичăн ашшĕ, Николай Васильевич, ветеринар пулнă, 1939 çулта, ывăлĕ Санькка 7 çулта чухне, йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ, Чурпайра çуралса ỹснĕ Манефа Игнатьевна, виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Александрăн аслă пиччĕшĕ Иван Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă.

Тепĕр пиччĕшĕн, Михаилăн, кун-çулĕ те вăрăмах пулман, 53 çултах чирлесе çут тĕнчепе сывпуллашнă. Хальхи вăхăтра унран 2 çул кĕçĕнрех йăмăкĕ Раиса Петрейкина çак ялтах пурăнать.

Тăвансем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, пĕрне-пĕри пулăшма тăрăшаççĕ. "Вăрçăра манăн аслă пиччем Иван пуçне хучĕ, унăн пысăклатнă сăнỹкерчĕкĕ хăйне аса илтерсе стена çинчех çакăнса тăрать, - тет Александр Николаевич.

- Ытла та нушаллă пулчĕç вăрçă çулĕсем, аса илсен халĕ те тăр-тăр чĕтресе каятăн. Вăрçă вăхăтĕнчи, Çĕнтерỹ хыççăнхи выçлăх кунĕ сем тĕлĕкре те куçа ан курăнччăр. Сĕтел çинчен çăкăр ан татăлтăр", - çак сăмахсене час-часах илтме пулать унран.

Унăн юратнă мăшăрĕ Зоя Платоновна Прокопьева (Законова) - Чăваш АССР-ĕн тата РСФСР-ăн тава тивĕçлĕ учителĕ, Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче Платон Степанович Законов учитель çемйинче çуралса ỹснĕ. Зоя Платоновна та хăрушă вăрçă çулĕсене яланах куççульпе аса илетчĕ. Çемье пуçĕ вăрçа тухса кайнă, ачасен амăшĕ хĕрача 8 çулта чухне вилнĕ, çемьери 5 ачан хăйсен тĕллĕн вăрçă нушине тỹссе ирттерме тивнĕ. Темĕнле йывăр пулсан та тăвансем вĕренме тăрăшнă. Зоя Платоновна та пединститут пĕтерсе 1953 çулта Штанашри вăтам шкула химипе биологи учителĕнче ĕçлеме направленипе килнĕ, кунтах хăйĕн мăшăрĕпе паллашнă. Александр Николаевич юратнă мăшăрне çемьере кил ăшшине тытнăшăн хисеплет.

"Ман мăшăрăм яланах çỹлти патшалăхра савăнăçпа илем тĕнчинче пултăрччĕ", - тет вăл ял хушшинче, шкул коллективĕнче, районта тата рес-публикăра ырă ятпа пурăннă мăшăрне аса илсе.

Зоя Платоновнăн сăнỹкерчĕкне 1967 çултах республикăри Ĕç Мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ. Илемлĕ, ырă кăмăллă, ăшă куçлă та çепĕç чĕлхеллĕ, яланах пулăшма хатĕрскере пирĕн çемье те ырăпа аса илет. "Виçĕ теçетке ытла вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçлес тесе ĕçленĕ чух мана вырăна хунă Штанашри вăтам шкул директорĕсене Г.И.Ижеева, В.М.Мартынова, Г.И.Ярлова, А.Н.Шестопалова, В.В.Уляндые, Д.С.Михайлована тата М.Н.Петрейкина ырăпа асăнсах тăрăп. Чуна парса, тăрăшса ĕçленĕ учительсемпе тирпейлỹçĕсенче çынлăхпа типтерлĕх ан уйрăлччăр", - тет вăл хăйĕнпе юнашар тăрăшнă ĕçтешĕсене аса илсе.

Пирĕн çемье Зоя Платоновнăпа Александр Николаевич Прокопьевсене йывăрлăхра алă тăсса панăшăн ĕмĕр тăршшĕпех тав туса пурăнать. 2003 çулта манăн Мускава чĕрене операци тума каймалла пулчĕ. Республикăран направленипе кайнă пулсан та вăрăм çула тулли енчĕксĕр тухса каяймастăн. Пур-çук укçа Шупашкарти больницăра выртнă чухне пĕтрĕ. Ял тăрăх укçа шырама мăшăрăм тухса кайрĕ. Ялти виçĕ çемье: ĕç ветеранĕсем Иван Федорович Ефимов мăшăрĕпе, Елизавета Андреевна Ишмейкина учитель-пенсионер тата Прокопьевсен çемйи, хамăн Етĕрне районĕнчи тăвансем укçа пухса пачĕç, хĕрĕмпе Мускава çул тытрăмăр. Мăшăрăма ĕçри юлташĕсем самаях укçа енчен пысăк пулăшу пачĕç, вăл пире кивçенсен пĕр пайне парса татма пулăшрĕ.

Шăпах çак ырă чунлă çынсем хăй вăхăтĕнче пулăшман пулсассăн манăн кун-çулăм 14 çул каяллах татăлнă пулĕччĕ, эпĕ кĕнекесем çырса писатель ятне те илеймен пулăттăм. Пурнăçра чĕрене çурса яричченех ура хуни те вăхăт иртнĕçемĕн тỹрленет, анчах та сана ырă туни НИХĂÇАН та асран тухмасть!

Галина ЗОТОВА, Штанаш ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика