АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем - тỹлевсĕрех

05 мая 2017 г.

Çĕнтерỹ кунне халалласа "Ростелеком" компани çулсерен Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене тата инваличĕсене Раççейĕн ытти хулисенче тата çывăхри чикĕ леш енче (Украинăра, Молдовăра, Казахстанра, Узбекистанра, Таджикистанра, Туркменистанра, Азербайджанра, Арменире, Грузире, Абхазире, Латвире, Литвара, Эстонире, Кăнтăр Осетире...) пурăнакан çарти юлташĕсемпе, тăванĕсемпе тỹлевсĕрех калаçма май туса парать. Кăçал та вăл ветерансене 100 тỹлевсĕр минут парнеленĕ. Шăнкăравсене стационарлă тата мобильлĕ телефонсем çине яма пулать. Унсăр пуçне апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен ветерансем Раççейĕпе тата çỹлерех кăтартнă çĕршывсене тỹлевсĕрех телеграмма яма пултараççĕ. Çавăн пекех майăн 3-12-мĕшĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене тата инваличĕсене обществăлла транспортра (хулаçум пуйăсĕпе, хулаçум тата хуласем хушшинчи автобуссемпе, маршруткăсемпе) тỹлевсĕрех илсе çỹрĕç. Багажшăн та укçа ыйтмĕç. Анчах та транспорт хатĕрĕсен переченьне троллейбуссемпе çăмăл таксисем кĕмеççĕ. Тỹлевсĕр çỹремелли билета турттаракансен кассинче параççĕ. Çумра çак документсем пулмалла: вăрçă участникĕн удостоверенийĕ, паспорт.

АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика