05 мая 2017 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Пантьăк ял тăрăхĕнчен 38 учитель хутшăннă, вунă вĕрентекен нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Вĕсем хушшинче Утаркассинче çуралнă Иван Алексеевич Герасимов - Етĕрнери педагогика училищине пĕтернĕ учитель. Омск облаçĕнче ĕçленĕ, вăрçă хирне те унтан кайнă. Летчика вĕренсе тухнă. 1941 çулта нимĕçсем персе тив-ретнĕ çунакан самолет Хирви ламан кỹллине ỹкнĕ. 1984 çулта Паданы ялĕнчи "Поиск" шырав ушкăнĕ Т.Кайнулайнен ертсе пынипе летчиксем камсем пулнине шыраса тупнă. Виçĕ летчик хушшинче И.Герасимов пулнине пĕлнĕ. Ун çинчен çырса пĕлтернисем Мишеркасси шкулĕн музейĕнче упранаççĕ. "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ", - тенĕ унта.
Вăрçăра пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă учительсем: Максим Прокопьевич Мухаров, Дмитрий Степанович Сорокин, Александр Васильевич Кузьмин, Алексей Акимович Медакин, Петр Михайлович Михеркин, Дмитрий Дмитриевич Михатайкин, Яков Николаевич Чарланов, Николай Семенович Лукин, Иван Гаврилович Прохоров.
Вăрçăран çĕнтерỹпе таврăннă учительсем çинчен çырнă статьясем те Мишеркасси шкулĕн музейĕнче вырăн тупнă. Вĕсем тăшманпа хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçни çинчен каласа панă. Пурте темиçе хут аманнă, сывалсан каллех фронта кайнă. Киле таврăнсан вĕсем ĕçе кỹлĕннĕ, хăшĕсен пурнăç çулĕ вăрăмах пулман.
Николай Семенович Кудряшов Пух-танкасси ялĕнче çуралнă. 1934-1941 çулсенче çарпа политика училищинче вĕреннĕ, 1941 çулта 50-мĕш кавалери дивизи тытăмĕнче фашистсемпе çапăçнă. Декабрĕн 4-мĕшĕнче йывăр аманнă. Сывалнă хыççăн хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. 17-мĕш кавалери дивизи тытăмĕнче 1945 çулчченех çапăçнă, Берлина илнĕ çĕрте пулнă. Вăрçă хыççăн та вăл çар ретĕнче юлнă, 1959 çулта çеç таврăннă. Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ икĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.
Александр Николаевич Сыромятников 1906 çулта Мишеркасси ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри педагогика техникумне пĕтернĕ. 1929-1931 çулсенче Ваçкаçырминчи, 1931 çулта Хĕрлĕ Чутайри шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1941 çулта вăрçа кайнă. Ржев хули патĕнче йывăр аманнă. Сакăр уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн фронта таврăннă. Иккĕмĕш Украина фрончĕн тытăмĕнче вăл Румыние, Венгрие, Чехословакие ирĕке кăларнă. Киле таврăнсан 13 çул хушши Шулюри çичĕ çул вĕренмелли шкула ертсе пынă. 1950 çулта ăна "Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" ят панă. 37 çул хушши вăл ачасене вĕрентнĕ.
Василий Иванович Илюшкин Хирлỹкассинче çуралнă, Етĕрнери педагогика училищинче вĕренсе учитель пулса тăнăскер, Уйпуçĕнчи тата Турханти ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă тухнă чух вăл Балтика тăрăхĕнче пулнă. Темиçе хут та аманнă, сывалсан фронта васканă. Сталинградшăн паттăррăн çапăçнă, Украинăна ирĕке кăларнă. Мухтав орденне тивĕçнĕ. Инвалид пулса киле таврăннă.
Анна Васильевна Кошкарова - Пухтанкасси хĕрĕ. 1937-1940 çулсенче Етĕрнери педучилищĕре вĕреннĕскер, 1940-1942 çулсенче Хирлỹкассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. Унтан апрель уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. 79-мĕш артиллери полкĕнче ВНОС-ăн 101-мĕш уйрăм батальонĕнче тăнă, аслă сержант званине тивĕçнĕ. Брест облаçĕнче вăл партизанпа çемье çавăрнă та унтах юлнă.
Николай Иванович Храмов Мишеркассинче çуралнă, 1939 çулта Етĕрнери педучилищĕне пĕтернĕ те Шулюри шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1941 çулта вăл Ленинград тата Карели фрончĕсен тытăмĕнче Мурманск хулине нимĕçсенчен хỹтĕленĕ. 1945 çулта Н.Храмов Китай хулисене Япони самурайĕсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Вăрçă хыççăн вăл хăйĕн юратнă ĕçне малалла тăснă. 36 çул пĕр улшăнмасăр Мишеркасси шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Пилĕк ача ỹстернĕ Храмовсем. Обществăлла ĕçсене активлă хутшăнатчĕ Николай Иванович. Пропагандист, музыкант, корреспондент пулса халăхшăн тăрăшатчĕ, ырă ятпа хисепе тивĕçнĕ учитель.
Владимир Николаевич Мерзлайкин - Утаркассинчи учитель-фронтовик. Етĕрнери педучилищĕрен вĕренсе тухсан Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче Польшăна, Чехословакие ирĕке кăларнă, Берлина илнĕ. 1946 çулта киле тав-рăннă та Пантьăкри, Трапайри, Атнарти, Мăн Этменти вăтам шкулсенче ачасене вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. Унăн кăкрине "Берлина илнĕшĕн" тата ытти медальсемпе орденсем илем кỹнĕ.
Максим Гаврилович Прохоров Ваçкаçырминче çуралнă. Етĕрнери пе-дучилищĕрен 1939 çулта вĕренсе тухсан тăван ялти шкулта ĕçленĕ. Унтан Хĕрлĕ çара кайнă, анчах та сакăр уйăхран вăрçă тухнă. 1941 çулхи июль уйăхĕнче вĕсен чаçне Инçет Хĕвелтухăç чиккине янă. 1944 çулта вăл артиллери училищине вĕренсе пĕтернĕ, взвод командирĕ пулса тăнă. 1945 çулта М.Прохоров Манчжурие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Чылай награда илме тивĕçлĕ пулнă. 1945-1948 çулсенче Камчаткăра, 1948-1953 çулсенче Феодо-сире артиллери чаçĕсенче батарея командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1952-1957 çулсенче Ленин ячĕллĕ çарпа политика академийĕнче вĕреннĕ. 1959 çулта М.Прохоров артиллери полк командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă. 1968 çулта подполковник отставкăна тухнă. Феодоси хулинче мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. 2001 çулта ăна полковник званине панă.
Çавăн пекех вăрçăран çĕнтерỹпе таврăннă учительсене çаксене асăнмалла: Александр Михайлович Храмов, Петр Андреевич Ершов, Семен Семенович Михатайкин, Григорий Васильевич Важоров, Алексей Гаврилович Герасимов, Иван Гордеевич Вилков (пуçламăш класс учителĕсем), Вера Михайловна Петрова, Михаил Гаврилович Герасимов, Геннадий Георгиевич Крышкин, Евдокия Александровна Чарланова, Алексей Николаевич тата Николай Николаевич Сыромятниковсем, Петр Павлович Сидоров, Владимир Васильевич Иванов.
Иван ВАЗЯКОВ, обществăлла корреспондент.
Источник: "Пирěн пурнăç"