АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ тутиллĕ пĕремĕк

05 мая 2017 г.

 Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем ырă сăмахсене тивĕç. Вĕсем хушшинче - Трапайра пурăнакан Мария Ивановна Макарова. Çак кунсенче вăл хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне йышăннă. Нушине сахал мар курнă тыл ĕçченĕ. Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе ĕçе пуçăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Йывăрлăхсене парăнман, ĕçрен хăраман, малаллах талпăннă. Ыттисемпе пĕрле уй-хирте, санэпидемстанцире тăрăшнă. Выçлăх çулĕсенче хăйсене, çемьене тăрантарас тесе кăшкарути пуçтарма çỹренĕ, уйран крахмал тултнă, тырă пĕрчи шыранă. - Çĕнтерỹ кунĕнче пире анне пĕремĕк çитерчĕ. Эпĕ ун тутине паянхи кун та астăватăп. Вăл çĕнтерỹ тутиллĕччĕ. Эпĕ вăрçăра икĕ пиччене çухатрăм. Вĕсене яланах асра тытатăп. Вĕсем фронтран çырнă çырăвĕсене упратăп, - куççуль витĕр аса илет ветеран иртнĕ çулсене. Вăрçă хыççăн Мария Ивановна ача садĕнче поварта тата ача пăхаканра вăй хунă. Унăн ăшă та ырă алли витĕр районта пурăнакан темиçе ăру тухнă. Ветеран паянхи кун та хăйĕн вĕренекенĕсен кун-çулĕпе интересленет, вĕсене манмасть. 33 çул ĕçленĕ вăл унта, тĕрлĕ хисеп хучĕсене сахал мар илме тивĕç пулнă. Сергей мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр ывăл ỹстернĕ. Шел пулин те, паянхи кун мăшăрĕ çумра çук. Апла пулин те вашават та ырă кăмăллă ватă çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Вăл халĕ те пурнăç çине савăк куçпа пăхать, ултă мăнукĕн тата ултă кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Паянхи кун Мария Ивановна ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ахаль лармасть кине-мей, алĕçĕпе аппаланать: çытарсем, кавирсем, свитерсем, жилеткăсем, чечексем çыхать. Унăн çывăх çыннисем вĕсене савăнсах йышăнаççĕ, чечекĕсем кил-çурта илемлетеççĕ. 

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика