АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккăшĕн вилтăприне кайса курнăшăн савăнать

05 мая 2017 г.

Куккăшĕн вилтăприне кайса курнăшăн савăнать

Нумаях пулмасть редакцине Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Нина Охливанкина кĕрсе тухрĕ. Вăл хаçат ĕçченĕсем патне ахаль килмен, вăрçăра пулнă куккăшĕн сăнỹкерчĕкĕсене йăтса килнĕ. Сарăхнă кивĕ сăнỹкерчĕксене пăхнă май Нина Викторовна тăрăшсах тăванĕ пирки каласа пачĕ.

Федор Павлович Охливанкин Питĕркасси ялĕнче 1917 çулта çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Етĕрнере ветеринара вĕренсе тухнă. Ун чухне кун пек профессиллĕ çынсем ялта сайра пулнăран вăл часах Калинин ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçлеме пуçланă. Нумай та ĕçлеймен, 1939 çулта унăн салтака кайма ят тухнă. Федор Карелофински ССР-чи Кемь хулинче çарта тăнă.

Фронта вăл тăшманпа çапăçма 1942 çулта кайнă, 11-мĕш уйрăм пулеметпа артиллеристен батальонĕнче пулнă. Ленинград çывăхĕнчи хаяр çапăçусене, Эстоние ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. 1945 çулхи январь уйăхĕнче Финн заливĕ урлă каçнă, февральте Финляндире тăшмансемпе çапăçнă. 1945 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче унăн çар пурнăçĕ вĕçленнĕ. Унăн тăван яла таврăнмалла пулнă, анчах та...

- Анне каласа панă тăрăх, унăн шăллĕ чи хаяр çапăçусенче темиçе хут та йывăр аманнă. Госпитальтен сипленсе тухсан та унăн пит-куçĕ палламалла мар çĕвеклĕ пулнă. Çак сăнпа вăл тăван яла килсе кĕме аванмарланнă. Хветĕр кукка Кăркăс республикине, хăйне никам пĕлмен-палламан çĕре пурăнма кайнă. Ветеринар пулнă май вăл Тянь-Шаньри лашасен 53-мĕш заводĕнче ĕçленĕ. Унтан Нарынск районĕнчи Казан-Куйган хулинчи ăратлă лашасен заводне ĕçлеме куçнă. Яла вăл çырусем çырсах тăнă, ашшĕ-амăшне хăйĕн патне пурăнма чĕннĕ. 1981 çулта вăл, 64 çула çитсен, вилнĕ. Унăн вилтăприйĕ çине эпĕ 1992 çулта кайса килтĕм. Мана Нарынск облаçĕнче ăшшăн йышăнчĕç, куккана ăçта пытарнине кăтартрĕç. Ту хĕрринче виçĕ вилтăпри, пĕри куккан иккен. Хветĕр кукка питĕ ĕçчен, сăпайлă çын пулнă. Ача чухнех унпа кукампа кукаç ăслă пулнишĕн, ветеринара вĕренсе тухнишĕн савăннă. Тепре кайса курас шухăш пур-ха. Пирĕншĕн вăл яланах асра пулĕ, - каласа пачĕ хăй вăхăтĕнче нумай çул библиотекăра ĕçленĕ Нина Викторовна Охливанкина.

Сăмах май, Нина Викторовна тăванĕсем çинчен (Федор Павлович, Петр Павлович, Арсений Павлович Охливанкинсем пирки) тĕплĕнрех пĕлес тесе çар комиссариачĕпе çыхăннă, РФ Оборона министерствин тĕп архивне çырупа тухнă. Архив çавăн пек хурав панă: "РФ Оборона министерстви "Халăх астăвăмĕ", "Халăх паттăрлăхĕ" Интернет-порталсем тунă. Даннăйсен уçă банкне пурте кĕрсе пăхма пултараççĕ. Эсир те хăвăра кирлĕ информацие, сирĕн тăвансем мĕнле наградăсене тивĕçнине, вĕсем службăра тăнă чаçĕсен çарти çул-йĕрне çăмăллăнах тупма пултаратăр".

Нина Викторовна çапла тунă та, куккăшĕ вăрçă вăхăтĕнче хăш çĕрте çапăçнине, наградисене пĕлнĕ. Федор Павлович "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медале тивĕçнĕ. Анчах та ку наградăсенчен пĕри кăна пулни куçкĕрет.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика