АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никама та манман, нимĕн те манăçман

12 мая 2017 г.

Майăн 9-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсем чи сăваплă уявсенчен пĕрине - Çĕнтерỹ кунне - паллă турĕç. Вăрçăра пуçĕсене хунисен, паян пурăнакансен ячĕпе иртнĕ мероприяти пĕчĕккисене те, аслисене те пĕрлештерет - куççульпе тулнă çак уява паллă тума Хĕрлĕ Чутай салине халăх яланхи пекех йышлă пухăнчĕ.

Чи малтанах хĕрлĕчутайсем "Вилĕмсĕр полк" йышне тăчĕç, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм патĕнчен пуçласа Çĕнтерỹ лапамне çити вăрçăра пуç хунă, Тăван çĕршыва тискер тăшманран хỹтĕленĕ тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утрĕç. Кăçал "Вилĕмсĕр полк" йышĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пулнине палăртрĕç. Шкул ачисем, вĕрентекенсем, тĕрлĕ ялсенче пурăнакансем утрĕç паттăрсене асăнса. Хăшĕсем çак шествие çемйипех тухнăччĕ.

Çĕнтерỹ лапамĕнче вара иртенпех çамрăк армеецсем йĕркеленĕ Хисеплĕ хурал тăчĕ. Сỹнми вут çуннă май вăрçă çинчен юрăсем янăрарĕç, пухăннисем пĕр-пĕрне Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламларĕç...

Часах митинг пуçланчĕ. Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене, уява пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх председателĕ Александр Самылкин тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.

Вăрçă ветеранĕсен ячĕпе пухăннисене Тракушкăнь ялĕнчи Александр Афондеркин саламларĕ, паян эпир таса тỹпе айĕнче пурăннине каларĕ, текех вăрçă ан пултăр терĕ, пурне те сывлăхлă та телейлĕ пулма сунчĕ. Унтан пухăннисем вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç, палăк патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем тата ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсем, шкул ачисем хутшăнни уява сĕм кĕртрĕ. Çĕнтерỹ уявĕн чи асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри вăл - çамрăк армеецсен парачĕ.

Кăçал парада хутшăннă командăсем чылай пулни савăнтарчĕ. Яланхи пекех шкул ачисенчен ача садне çỹрекенсем те юлмарĕç. Парада хутшăннисенчен чи лайăххисем вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăк армеецĕсем, Çĕн Атикасси шкулĕн хĕрсен тата Атнар шкулĕн командисем пулчĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 11-мĕш кадет класĕ кăçал парада юлашки хут хутшăнчĕ, çавăнпах пулĕ яшсемпе хĕрсем Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе ятарлă кăтартуллă программа хатĕрленĕ. Алла-аллăн тытăçăвăн пайĕ-сенчен тăракан программа пурин кăмăлне те кайрĕ - пухăннисем кадетсене мухтарĕç, тав турĕç, вĕсем паян тесен паян çĕршыва хỹтĕлеме хатĕр пулнине каларĕç. Пĕтĕмĕшле вара çамрăк армеецсен парачĕ çакна кăтартса пачĕ - пирĕн район çамрăкĕсем вăрçăра пуçĕсене хунă мăн аслашшĕсен ырă ятне тивĕç.

Парад вĕçленчĕ кăна - çурхи вылянчăк çанталăк хăйĕн кăмăлне кăтартас терĕ пулас - таврана хура пĕлĕтсем хупласа илчĕç, çиçĕм çиçрĕ, аслати авăтрĕ, шапăртатса çумăр çума пуçларĕ. Çумăр кăна мар, пăр та çурĕ! Анчах та уяв программи çав-çавах малалла тăсăлчĕ. Куракансем сунчăкĕсем айне пытанкаласа çумăртан тарса пытанмалли вырăн шырарĕç пулин те, райадминистрацин культура пайĕн ертỹçи Александр Самсонов çумăр айĕнчех "День Победы" юрра вĕçне çити юрласа пĕтерчĕ. Аллисене тĕрлĕ тĕслĕ шарсем йăтнă ачасем те хăйсене хушнине вĕçне çити тума тăрăшса самаях йĕпенчĕç - юлашкинчен вĕсене амăшĕсем курткăсем тăхăнтартса хỹтĕ çĕре илсе кайрĕç. Унтан вăйлă çумăр айĕнчех тĕрлĕ техника парачĕ пулчĕ. Куракансем юлманпа пĕрехчĕ ĕнтĕ ун чух - унта та кунта сунчăк айне пытаннă çынсем çеç курăнкаларĕç. Çапах та тупăллă машинăсем, партизансене сăнлакан лавсем хăйсен палăртнă çулне вĕçне çитиех тухрĕç.

Техника парадне хутшăнакансем: "Пирĕн атте-асаттесем вăрçă вăхăтĕнче кун пек мар чăрмавсемпе, хăрушлăхпа тĕл пулнă, эпир вара вĕсене асăнса иртекен уявра çурхи ăшă çумăра чăтаймастпăр-им?" - тенĕ пек туйăнчĕ мана.

Черетлĕ Çĕнтерỹ кунне уявласа ирттертĕмĕр. Шел те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ çултан-çул сахалланса пырать. Пирĕн вĕсене упрасчĕ, ырă пурнăçпа пурăнма майсем туса парасчĕ. Хаяр вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунисен ырă ятне, чысне тивĕç пуласчĕ.

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика