АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентешсене ятран пĕлмелле

12 мая 2017 г.

Эпĕ район историйĕпе нумай çул кăсăкланнă май чылай архивра пулса куртăм. Килти архивра та тĕрлĕ хутсем, документсем чылай. Çак кунсенче куç умне вăрçă çулĕсемпе çыхăннă материал тĕл пулчĕ.

Унта сăмах Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уесĕнчи Хирлỹкасси ялĕнче1906 çулта çуралнă Григорий Кузнецов пирки пырать. Вăл нумай ачаллă çемьере улттăмĕш пулнă. Кузнецовсен çемйи ĕçченлĕхпе палăрнă. Ашшĕ ачисене пĕчĕклех ĕçе вĕрентнĕ, пĕлỹ пама тăрăшнă. Григорий Пантьăкри тăватă класлă чиркỹ шкулне пĕтернĕ. Вăл пур енлĕ аталаннă çамрăк пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçăччен лесникра ĕçленĕ, кайран колхозра кладовщик пулнă. Çавăнтанах вăл фронта кайнă. Çарти вĕренỹ курсĕсем хыççăн санбатра санинструктор пулнă, аманнă салтаксене сипленĕ. Хăй те салтаксен пурнăçне çăлма тăрăшса темиçе хут йывăр суранланнă. Паттăрлăхшăн патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Çĕнтерỹ кунне вăл Латвире кĕтсе илнĕ.

Киле 1946 çулта таврăннă. Вăрçăран таврăнсан вăл çапăçури самантсене аса илсе каласа пама кăмăлланă. Уйрăмах пăрлă Днепр юханшывĕ урлă каçнине итлеме интереслĕ пулнă. Латышсен "вăрманти тăванлăхĕ", вĕсен тискерлĕхĕ çинчен нумай аса илнĕ. Çĕршыва ирĕке кăларакансен эшелонне бандитсем мĕнле персе пĕтерни, унтан аран чĕрĕ юлни çинчен каланă. Вăрçă хыççăн Григорий Арсентьевич лесничествăра десятникра ĕçленĕ, нумай çул хушши Етĕрнери çу заводĕнче вăй хунă.

Мăшăрланса виçĕ ачана ура çине тăратнă. Чăн-чăн кил хуçи, юратнă ашшĕ пулнă. Вăл вăрăм та телейлĕ ĕмĕр - 96 çул - пурăнса ирттернĕ. Мĕн виличченех пурнăçа юратса, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннă, юрлама юратнă.

Хальхи вăхăтра хаяр вăрçăра мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă ентешсен шучĕ юлманпа пĕрех. Çавăнпа хамăр мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва каласа хăварасси, паттăр ентешсемпе, вĕсен кун-çулĕпе паллаштарасси пирĕн тивĕç тесе шутлатăп. Тен, çак материал та, Григорий Кузнецовăн тăванĕсемшĕн е Пантьăк тăрăхĕнче пурă-накансемшĕн усăллă пуласса шанас килет.

Н.ЧЕРНИГОВ, ЧР хисеплĕ таврапĕлỹçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика