АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçкĕтеслĕ çырусем

12 мая 2017 г.

Салтак çырнă виçкĕтеслĕ çырусем,

Хĕрĕх çул ытла упраççĕ тăвансем.

Çулăм витĕр тухнисем, куççульпе йĕпеннисем,

Салтак çырнă виçкĕтеслĕ çырусем...

Çак юрра Ю.Плотниковпа А.Сергеев 1985 çулта çырнă. Илемлĕ юрра тĕпе хурса 1995 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче виçĕ пин тиражпа "Страницы немеркнущей славы" ятлă кĕнеке-справочник та пичетленсе тухнăччĕ. Ăна, тĕпрен илсен, фронтри салтаксемпе сержантсен тата матроссемпе офицерсен киле е тăванĕсемпе çывăх çыннисем патне янă çырăвĕсенчен, дневниксенчен, хаçатри статьясемпе асаилỹсенчен, радиопа тухса калаçнă текстсенчен пухса хатĕрленĕ, нумай сăнỹкерчĕк тупса вырнаçтарнă. Çапах та çав кĕнекене кĕреймесĕр юлнă салтак çырăвĕсем татах та пур иккен... Çуллахи шăрăх кунсенчен пĕринче манăн Чурпай ялĕнче пулма тỹр килчĕ.

Ял хыçĕнчех пĕчĕк вăрман пур. Çырма тăрăх анаталла пăхсассăн, инçех те мар, Элĕк районне кĕрекен Яккушкăнь ялĕ курăнса ларать. Çав ял çине 90-ран иртнĕ тылпа ĕç ветеранĕ Елена Захаровна Иванова тепĕр чухне чылайччен тарăн шухăша кайса сăнаса тăрать. Ара, вăл шăпах çав ял хĕрĕ пулнă вĕт-ха, ачалăхпа çамрăклăх тата хăрушă вăрçă çулĕсем унта иртнĕ.

Эпĕ пынă кун Елюк аппа Илья ывăлĕпе кил картинче тăрмашатчĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр та урама тăрăх вырнаçнă йывăç пỹрт крыльцин картлашкине тухса лартăмăр. Эпир, çур ĕмĕр урлă каçнисем, ватă çыннăн асаилĕвне тимлĕн итлерĕмĕр.

- Пирĕн аннепе атте, Матренăпа Захар Кулагинсем, 14 ача таранах çуратнă вĕт-ха. Хăшĕсем ачаллах вилнĕ пулсан, Ефимпа Александр пиччесем вăрçа кайса килчĕç. Дмитрий пичче вара вăрçă чарăннă çулхи февральте Германире вилчĕ. Питĕ шел ăна. Хĕрлĕ Çар ретĕнче виçĕ çул службăра пулнă хыççăн Çĕмĕрлери çар комиссариатне ĕçе кайса кĕчĕ. Çав хулари ФЗО-ра вĕренекен вырăс хĕрĕпе мăшăрланчĕ. Вăрçа тухса каяс кун пире пĕр килограмм сахăр тата çитсă парса хăварчĕ. Килте çиме-ĕçме сахал пулин те, эпир çав сахăра тĕкĕнмен. Çур енне эпĕ Етĕрнери пасарта сахăрпа çитсăна икĕ витре çĕрулмипе улăштартăм, анкартине лартса хăвартăм. Йышлă çемье куншăн питĕ савăнчĕ. Каярахпа вара хурланмалли те тупăнчĕ: фронтра аслă лейтенанта çитнĕ 29-ти пиччемĕр вилнĕ хучĕ килчĕ. Унăн 1944 çулхи майпа август уйăхĕсенче Польша çĕрĕ çинчен çырса янă виçкĕтеслĕ икĕ çырăвне халĕ те арчарах усратăп, вула-вула ватă чуна хурлантаратăп. Чим-ха, сана та илсе тухса кăтартам, - терĕ те Елюк аппа пỹрте кĕрсе кайрĕ.

Эпĕ вара ăна тата унăн фронтра шофер пулнă мăшăрне чылайранпа пĕлетĕп. Елюк аппапа манăн Матрена анне - тантăшсем, Мăн Ямаш шкулĕнче вĕреннĕ. Анне ялти учитель-фронтовикпа мăшăрланса çичĕ ача çуратса ỹстернĕ. Атте вилни 33 çул çитрĕ, анне 2014 çулта çĕре кĕчĕ. Елюк аппа вăрçă хыççăн ик çултан Чурпайри Федор Иванович Ивановпа пĕрлешнĕ. Вăрăм та типшĕмрех кĕлеткеллĕ арçын вăрçă хыççăн та автомашина рульне алăран яман. Каярахпа ялти ăста столяр-платник ятне тивĕçрĕ, 1988 çулта пире те кирпĕч çуртăн тăррине туса пама килĕшрĕ. Шел, фронтовик 70 çула çитеймерĕ...

...Ман умра 72 çул каялла çырнă виçкĕтеслĕ икĕ çыру. Хучĕсем, паллах, сарăхнă. Хуçлатнă йĕрсем палăраççĕ. Вĕсем çĕтĕлсе юрăхсăра тухасран икĕ енĕпех скотчпа çыпăçтарнă. Карчăк вĕсене куçлăхсăрах вуласа тухрĕ, унăн куçĕсем шывланса илчĕç.

Вуласа пăхар-ха эпир те çав çырусенчи йĕркесене: "Ырă кун, тăван атте, апай, йăмăксем тата Аркадий шăллăм. Сирĕн пата ырă сунса инçетри хĕвеланăç çĕршывĕнчен хĕрỹллĕ салам яратăп. Ман пурнăç сиртен питĕ аякра - Польша çĕрĕ çинче, Висла шывĕ леш енче иртсе пырать. Çырăва хĕрỹ вăрçă уйĕнче окопра çыратăп. Пуля, снаряд, бомба сассисем канлĕ ларма памаççĕ. Ку манăн виççĕмĕш çыру. Сиртен вара пĕр çыру та илмен. Эпĕ сирĕн пата виçĕ хутчен укçа куçартăм: мартра - 1000 тенкĕ, апрельте - 700 тенкĕ, майра - 800 тенкĕ, пĕтĕмпе - 2500 тенкĕ. Алла илтĕр пулсан çырма ан манăр. Урăх нимех те çырмастăп. Таса пулсан манран татах çырусем кĕтĕр, çырусемпе пĕрлех хама та кĕтме ан манăр. Сывă пулăр. Çыру çырăр. Манăн адрес: Полевая почта 73630 "щ", Кулагин Дмитрий Захарович, 1944 çул, майăн 17-мĕшĕ".

Хаяр вăрçă çулĕсенче çемьене ывăлĕн укçи-тенки пулăшу пама пултарнă. Анчах та вĕсем Кулагинсем патне çитеймен, çухалнă. Тепĕр çулхине вара Елюк пиччĕшĕ фашистсемпе çапăçса вилнĕ. - Пĕр çемьери 14 ачаран эпĕ çеç тăрса юлтăм. Тăвансем тĕрлĕ çулсенче çут тĕнчепе сывпуллашрĕç. Ватлăхра мана питĕ кичем. Юрать-ха, килти йывăр ĕçсене ачамсем тума пулăшаççĕ. Вăрçă инкекне ан курччăрах вĕсем, - терĕ юлашкинчен колхозра вăй хунă ватă.

Г.САВЕЛЬЕВ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика