АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, сăвăс!

12 мая 2017 г.

Çак хурт-кăпшанкă апрель уйăхĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕч-ченех çыртса тарăхтарать. Анчах та чи хăрушă тапхăр - май тата июнь уйăхĕсем. Çак вăхăтра вĕсем уйрăмах çăткăн, усал. Вăл вăрманта çеç мар, пахчара ĕçленĕ чухне те тапăнма пултарать. Тепĕр чухне çын çывхарнине туйса йывăç çине сиксе ỹкет, хăйĕн тĕллевне пурнăçлама темиçе метр вĕçме те пултарать. Ỹт-пĕве çирĕппĕн кĕрсе ларать, çыртмалли вырăн шырать. Ку ĕç виçĕ сехет тăсăлма пултарать. Эсир ăна çак вăхăтра асăрхатăр пулсан хăрушлăха сирме май пур. Ỹте çыртнă чухне ыратнине сисмелле мар ятарлă шĕвек кăларать вăл. Çавна май çын нимĕн те туймасть. Хурт-кăпшанкă чĕрчун тата çын шăршине лайăх туять, вĕсене кĕтсе урисене тăсать. Унăн малти ури çинче шăршă пĕлекен орган пур.

Сăвăс энцефаличĕ (пуç мимин шыççи), иксодлă сăвăс боррелиозĕ (лайма чирĕ) сарăлать унран. Çавăнпа та хамăр ал айĕнчи япаласемпе хỹтĕленес пулать:

- вăрмана кайнă чухне пуçа капюшон тăхăнмалла;

-кĕпене, свитера шăлавар ăшне çавăрса чикмелле, шăлавар вĕçне

- атă кунчине; - кĕпе çаннисене тỹмелемелле;

- çи-пуç пĕр тĕслĕ пулни лайăх, ун пек чухне сăвăса асăрхама çăмăлрах;

- хурт-кăпшанка хăратакан препаратсемпе усă курма юрать.

Унпа ỹте мар, тумтире сирпĕтмелле. Сăвăс ỹт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан ăна çуллă япалапа сĕрмелле, сăмсине амантмасăр çавăрса кăлармалла. Сиенленнĕ вырăна йод сĕрмелле. Унăн сăмсине амантма, лапчăтма юрамасть. Вăл ỹтрех юлсан чир шала каять. Ăна килти условисенче кăларма май килмесен медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика