АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çуратма пулăшаççĕ

17 мая 2017 г.

Хальхи вăхăтра çие юлманнипе нушаланакан хĕрарăмсем чылай пулни паллă. Çакăн пеккисене тухтăрсем пулăшма пултараççĕ, çак тĕллевпе ытларах экстракорпораллă меслетпе (ЭКО) усă кураççĕ. ЭКО шанчăклă мел шутланать. Чăваш Енре çуралнă ачасен пĕр проценчĕ çут тĕнчене çак меслет пулăшнипе килет. 2007 çултанпа ЭКО тума республикăра квота уйăрма тытăннă. 2013 çулта ЭКО обязательнăй медицина страхлавĕн программин пулăшăвĕсен шутне кĕнĕ. Çавăнпа та ачасăр мăшăрсем ЭКО тỹлевсĕрех тутарма пултараççĕ. Пирĕн районта та çие юлманнипе учетра тăракансем пур. Вĕсем валли кăçал 14 квота уйăрнă. Панă шанăçпа усă курас текенсен чи малтанах район больницин гинекологи уйрăмне каймалла. Вĕсем вара çие юлманнин диагнозне çирĕплетсен хĕрарăмсене Шупашкара, Президентăн перинаталь центрне, пулăшу илме яраççĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика