АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышпа ĕçлеме те, канма та аван

17 мая 2017 г.

Йышпа ĕçлеме те, канма та аван

Тĕп хуламăрта пирĕн сахал мар пултаруллă ентеш пурăнать. Кăçал Амăшĕ-пе Ашшĕн çулталăкне шута илсе манăн вĕсенчен пĕринпе, тĕрĕсрех Савинкинсен çемйипе, кăштах паллаштарас килчĕ. Çакна тума сăлтавĕ те пур - нумаях пулмасть вĕсем район пуçлăхĕн тата Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Çемье пуçĕ Серенкассинче çуралса ỹснĕ Владимир Михайлович Савинкин - Шупашкарта хĕрлĕчутайсен ентешлĕхне йĕркелесе яраканнисенчен пĕри. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ вăл, пĕрлешỹ членĕ пулнă май, тĕп хулара тата районта пурăнакан чутайсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тесе тăрăшать. 1999 çултанпа вăл - РФ журналисчĕсен Канашĕн членĕ. 1987 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкар районĕнчи "Ленинец" хаçатра корреспондентра, "Тăван ен" хаçатăн тĕп редакторĕнче, яваплă секретарьте, ЧР ШĔМ-ĕн пресс-службин ертỹçинче ĕçленĕ.

Каярахпа Владимир Савинкин харпăр хăй ĕçне йĕркелесе янă. Паян Владимир Михайлович - "Своя типография" ТЯО директорĕ. Çак обществăра вĕсем çемйипех ĕçлеççĕ. Ывăлĕпе кинĕ кĕнеке, хаçат, брошюра тата ытти изданисем пичетлесе кăларассипе тимлеççĕ. Вĕсен типографийĕнче район çыннисен чылай кĕнеки кун çути курать. Владимир Михайлович мăшăрĕпе, Сорăм ялĕнчен тухнă Ольга Васильевнăпа, икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Паян вĕсем Сергей ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çамрăк мăшăр виçĕ хĕр пĕрчи ỹстерет. Туслă та ĕçчен çемье чăннипех хисепе тивĕçлĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика