АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăхран ырă çимĕç ỹсет

17 мая 2017 г.

Паха вăрлăхран ырă çимĕç ỹсет

Тепĕр çынпа паллаштарас пулсан хушамат калани те çителĕклĕ. Тихăнушкăнчи Волковсем пирки те нумай калама кирлĕ мар. Ку çемьене таврара, районта ырăпа кăна пĕлеççĕ. Çемье пуçĕ Порфирий Кириллович, шел пулин те, иртнĕ çул çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Ĕçчен те сăпайлă çын, çутçанталăк тусĕ, алăсти, çав хушăрах хаçат тусĕ пулнипе пĕлеттĕм ăна. Хăйсен тăрăхĕнчи ĕçсем, çынсем çинчен черетлĕ материал çырсан тỹрех редакцине килсен ман пỹлĕме кĕретчĕ. Вăл шăрçаланă йĕркесем халĕ те куç умĕнчех - таса, çыпăçуллă чĕлхе. Хăйĕн пурнăçĕнче нумай ĕç туса ырă ят çĕнсе илнĕ вăл. Çав хушăрах пултаруллă çынсем пирки çырса пĕлтерме васкатчĕ е кивĕ сăнỹкерчĕксем йăтса килетчĕ. Пурнăçра Порфирий Кириллович капмар çурт та, йывăçсем те нумай лартнă, Зоя Михайловна мăшăрĕпе хăйсем пекех маттур ачасем çуратнă.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенĕ пек хĕрне тата виçĕ ывăлне ĕçченлĕхе вĕрентнĕ. Ачисем - Ирина, Сергей, Александр, Владимир - хăйсен çемйисемпе тахçанах аякра пурăнаççĕ пулин те тăван яла манмаççĕ, май пур таран ăна хăтлăх кỹме тăрăшаççĕ, яла килсе пулăшса тăраççĕ. Йывăçран тем те пĕр касса ăсталасси те ашшĕнченех куçнă вĕсене. Ял çыннисене канма пĕвесем те тунă, канмалли вырăнсем йĕркелеççĕ тата тăван тавралăхпа çыхăннă ытти ĕçсем сахал мар пурнăçлаççĕ. Çакна Чăваш телевиденийĕпе те пĕрре мар кăтартрĕç.

Кăçал хĕрлĕчутайсен ентешлĕх уявĕнче ЧР çутçанталăк тата экологи министрĕ Александр Коршунов çутçанталăк тусне Владимир Волкова министерствăн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Владимир спортпа та туслă. Унăн çемйи пирки, тĕрĕсрех Ирина хĕрĕ, Кирилпа Станислав ывăлĕсем çинчен, эпир хамăр хаçатра иртнĕ çулсенче çырса пĕлтернĕччĕ. Ывăлĕсем те ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Ирина хĕрĕ ют чĕлхене вĕреннĕ, куçаруçăра ĕçлет, вăл Сочире волонтер та пулнă. Çавăн пек пултаруллă ентешсем пурăнаççĕ пирĕн тĕп хуламăрта.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика