19 мая 2017 г.
Шулю ялĕнче пурăнакан, улттăмĕш класранпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлỹ илекен Елена Гурьянова пирки шăпах çапла калас килет. Пур предметпа та "пиллĕк" паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыраканскерне вĕрентекенсем ырăпа кăна асăнаççĕ. Вĕренỹри çитĕнĕвĕсене курах ĕнтĕ 10 А класри Елена кăçал республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине илсе тăрать.
Елена Гурьянова пирки кĕскен çапла калама пулать: вăл тĕнче культурипе те кăсăкланать, çутçанталăк çинчен те аван пĕлет, шахматла та ăста вылять... Çакна маттур хĕрупраç тăтăшах тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнни те çирĕплетет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Елена тĕнчен ỹнер культурипе (МХК) республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухма пултарнăччĕ. Кăçал вара шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин республикăри тап-хăрĕнче биологи предмечĕпе призерсен йышне кĕме пултарчĕ.
Сăмах май, класс ертỹçи тата биологи учителĕ Елена Орлова вĕрентсе пынипе Елена Гурьянова вăрман олимпиадисене хутшăнса та республика шайĕнче пĕрре кăна мар палăрнă. Шахматла выляссипе вара Елена тĕрлĕ çулсенче Чăваш Республикин чемпионачĕсенче те çĕнтернĕ. Пĕрле вĕренекенсем анлă тавракурăмлă, сăпайлă хĕрачана хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Вăхăтпа тĕллевлĕ усă куракан, яваплăха туйса вĕренекен хĕрачана малашлăхра тата пысăкрах çитĕнỹсем тума сунатпăр.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"