АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурри ытла акнă

19 мая 2017 г.

Майăн 18-мĕшĕ тĕлне пухнă даннăйсемпе район-ти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмпе кĕрхи культурăсене 1361 гектар (66,4 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 650 гектар (18,6 процент) апатлантарнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2266 гектар (67,7 процент) акнă, вăл шутра 714 гектар çурхи тулă, 1051 гектар урпа, 429 гектар сĕлĕ. Унсăр пуçне сакăр гектар çĕрулми лартнă.

Акмалли лаптăксем "Коминтерн" (799 гектар), "Нива" (606 гектар), А.Ю.Самарин фермер хуçалăхĕсен (600 гектар) пĕчĕкех мар. Вĕсенче палăртнă лаптăксен çурринчен ытла акнă ĕнтĕ, А.Ю.Самарин фермер хуçалăхĕ ĕçе 88,3 процент пурнăçланă. "Серебряные ключи" ТЯО вара 410 гектар акнă, ĕçе 102,5 процент пурнăçланă.

"Свобода" колхозра çурхи культурăсене 389 гектар акма палăртаççĕ, хальлĕхе çурхи тулăпа сĕлле пĕтĕмпе 45 гектар кăна акнă-ха, çав вăхăтрах выльăх апачĕллĕх 50 гектар кукуруз лартнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика