АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 4-ăн медале тивĕçрĕç

19 мая 2017 г.

Нумаях пулмасть район ишевçисем Улатăрта иртнĕ регионсем хушшинчи "Çĕнтерỹ çăлтăрĕсем" турнира хутшăнчĕç. Хĕрлĕчутайсемсĕр пуçне унта Етĕрне, Ульяновск, Çĕрпỹ хулисенчен, Вăрмар поселокĕнчен, Мари Республикинчен пĕтĕмпе 200 яхăн спортсмен пилĕк ỹсĕмре тăватă майлă ишсе тупăшрĕ. Пирĕн район чысне ăмăртура 10 ишевçĕ хỹтĕлерĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ хисеп пьедесталĕ çине хăпарма пултарчĕ.

2003 çулта çуралнисен ỹсĕмĕнче Елизавета Ягодкина ирĕклĕ майпа ишсе иккĕмĕш, Федор Ябыков брассист виççĕмĕш, 2005 çулта çуралнă хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа ишсе Надежда Васюкова, çурăмпа ишсе Анастасия Капралова виççĕмĕш тухрĕç. Ăмăртура çавăн пекех Егор Секайкин, Игорь Князьков, Александр Волков, Иван Картмасов, Максим Ухтеров тата Маша Аливанкина вăй виçрĕç. Вĕсем кашниех финиша хăйсен çĕнĕ рекорчĕсемпе çитрĕç. Маттур!

Ю.СТОЛЯРОВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика