АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Темле йỹнетсен те сутатпăр

19 мая 2017 г.

Паянхи куна сĕт хакĕ районта 14 тенкĕпе танлашать. Ял халăхĕ тупăш илес тесе аш-какайне те, сĕт-турăхне те хăйĕн хуçалăхĕнче туса илме тăрăшать. Ялта халĕ 3-4 ĕне усракансем те пур. Сĕтне пуçтаракансем те хушăнсах пыраççĕ. Сĕт хакĕ кăна чакса пырать. Юрать, укçи пĕчĕк пулсан та вăхăтра, 7-10 кунта пĕрре, параççĕ. Вăл та аякран тĕкмест. Çакă кăна пăшăрхантарать, халĕ пĕр литр сĕт укçипе лавккана кайса пĕр çăкăр та, пĕр кулач та илме пулмасть.

Ытти районсенчи хаксем пирĕннипе танлаштарсан пĕчĕк мар-çке? Майăн 12-мĕшĕ тĕлне, тĕслĕхрен, районсенчи кăтартусем вăтамран (литр пуçне) çапларах: Канаш - 15-22 тенкĕ, Патăрьел - 18-20,5, Комсомольски - 16-21, Шупашкар - 16-20, Сĕнтĕрвăрри - 14-20 тенкĕ. Хыçалта пыраканнисем хушшинче - Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Етĕрне, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсем. Ытти районсенчи хаксем вăтамран 15-18 тенкĕпе танлашаççĕ.

Лавккари сĕт хакĕ йỹнĕ мар-çке? Анчах ял çыннин, сĕтĕн кашни тумламне тарпа туса илнин, чакать. Апат-çимĕç хакĕ çĕпре çинчи пек ỹсет, сĕтĕн вара... Мĕн тăвăн, хăш-пĕр çемьесен пĕр тупăш та çук вĕт. Ирĕксĕрех куçа уçнă-уçман витре е бидон йăтса сĕт машини патне утмалла. Çил-тăман-и, çумăр çăвать-и - 3-4 ĕнен сĕтне çемьепе ĕçсе, унран тунă тăпăрчине çисе яраймăн, пуçтаракансене памаллах. Вара çанталăка пăхмасăр, йĕпе-сапара сĕт машини ял хушшине кĕмест вĕт, ял пуçне е анкарти хыçне кана-кана утса çитмелле. Кăçал вара çанталăкĕ савăнтармарĕ: ял хушшинчи çулсем тин çеç йĕркеленсе çитеççĕ.

Çакăн пек ỹкерчĕ-ке район территорийĕнчи чылай ялта курма пулать. Паллă ĕнтĕ, пĕр хакпа илекенсем ыттисене, сĕте пысăкрах хакпа туянакан-сене, хăйсен "апатне" парасшăн мар. Хакĕ йỹнĕ пулнине сĕт пахалăхĕпе е ытти районта та хаксем пĕр пек пулнипе çыхăнтараççĕ. Тата ял çыннинчен пухнă сĕтре антибиотик та тупса палăртнă тĕслĕх пулкалать. Ун чухне сĕт хакĕ татах чакать. Мĕн тен, темле йỹнетсен те хамăрах витре йăтса утатпăр. Апла пулсан айăпĕ пуçтаракансенче кăна мар...

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика