19 мая 2017 г.
Чунĕ тухиччен хĕненĕ
2017 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче, каçкỹлĕм, Трапай ялĕнче пурăнакан, Мускав облаçĕнчи Одинцово хулинче уйрăм организацире хуралçăра ĕçлекен 42 çулхи эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ арçын хăйĕн килĕнче пĕр ял çыннипе вăрçăнса кайнă. Хирĕçỹ сăмахпа перкелешнипех вĕçленмен, çамрăкраххи 56 çулхи арçынна пĕтĕм кĕлеткинчен çапса, тапса пĕтернĕ. Йывăр сурансене пула лешĕн чунĕ тухнă. Çак ĕç пирки Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин тăваттăмĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ тĕпчев ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Чăваш Республикин Следстви комитечĕ.
8 çулхи хĕрачана...
2017 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче район территорийĕнчи пĕр ялта 49 çулхи арçын кỹршисем патне кĕнĕ, пỹртре кил хуçисем вăхăтлăха çуккипе усă курса вĕсен сакăр çулхи хĕрачине мăшкăллама тăнă. Пĕчĕк хĕрача усал ĕç тăвакан арçын аллинчен вĕçерĕнсе пытанса ларнă. Арçын, хĕрачан ашшĕ-амăшĕ таврăннине кура, преступлени тунă вырăнтан тухса тарнă. Анчах та ăна полици сотрудникĕсем аякка кайма паман - тытнă. Çак арçын тĕлĕшпе те Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ РФ Уголовлă кодексĕн 132-мĕш статйин тăваттăмĕш пайĕн "б" пункчĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ĕçе тĕпченĕ май медицина, психиатри, генетика суд экспертизисем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех асап курнă хĕрачапа психологипе диагностика, реабилитаципе профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Чăваш Республикин Следстви комитечĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"