АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсен аллине ан çакланăр

19 мая 2017 г.

Хальхи вăхăтра çынсем таваршăн тỹлесе татăлнă чух меллĕ хатĕрпе - банк карттисемпе - усă кураççĕ. Çĕнĕ технологисем аталаннă май ултавçăсем те çывăрмаççĕ. Чылай чухне вĕсен аллине пĕлỹ шайĕ пĕчĕккисем тата ватăсем çакланаççĕ. Ансат хăрушсăрлăх правилисене пĕлни вара никамшăн та ытлашши пулмĕ.

1. Таваршăн татăлнă чух карттă даннăйĕсене вăрлани. Суту-илỹ тата пулăшу сферинче тăрăшакансем хушшинче те ултавçăсем пулма пултараççĕ. Вĕсем клиентăн карттă даннăйĕсене телефон çине ỹкерсе, çырса илме, астуса юлма пултараççĕ. Çын карттин даннăйĕсене пĕлсен унпа таваршăн интернет урлă татăлма йывăр мар. Çавăнпа та ПИН-код çырнă чухне цифрăсене ют çынна ан кăтартăр, ăна хут çине çырса енчĕкре тата карттăпа пĕрле чиксе ан çỹрĕр.

2. ПИН-кода икĕ хутчен пустарни. Таваршăн POS-терминалпа усă курса татăлнă чух сотрудник ПИН-кода тепĕр хутчен пусма ыйтни те шиклентерме кирлĕ. Çакна вăл тỹлев кайманнипе ĕнентерет. Çапла тусан эсир пĕр таваршăн икĕ хутчен тỹлеме пултаратăр. Çавăнпа та сотовăй телефон çине тỹлев туни пирки килекен СМС-информаци функцине кĕртĕр. Çакă ĕçри йăнăш та пулма пултарать. Кун пек чухне сотрудникран POS-терминал урлă ĕçре йăнăш тухнă пирки уведомлени кăларттарăр. Тỹлев лайăх иртсен те сутуçă уведомлени (чек) парать.

3. Çывăх çыннăрсен ячĕпе СМС- пĕлтерỹсем яни. Ултавçăсем çак мелпе тăтăшах усă кураççĕ. Вĕсем ачасен ячĕпе инкеке лекнĕ пирки пĕлтереççĕ, укçа ыйтса яраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăраса ỹкнипе васкаса укçа куçарса парать те. Кун пек СМС килсен çывăх тăванăр патне шăнкăравласа пăхăр, вăл сывă-таса пулнине ыйтса пĕлĕр.

4. Скимминг. Ултавçăсем карттăри информацие çырса илес тесе банкоматсем çине ятарлă хатĕрсем вырнаçтараççĕ. Вĕсем карттă йышăнакан хушăка скиммер лартаççĕ. Вăл карттăн магнит йĕрĕн даннăйĕсене вулать. Унтан ултавçăсем банк карттин копине çăмăллăнах тăваççĕ. ПИН-кода çывăхри камерăсенчен илеççĕ е ăна пĕлес тесе банкомат клавиатури çине çỹхе хушма пай вырнаçтараççĕ. Çавăнпа та пĕлнĕ банкоматсемпе усă курмалла. Магнит йĕрлĕ карттăна чипли çине улăштарсан лайăхрах. Енчен те сирĕн карттă çинчен укçа çухалчĕ пулсан, ăна панă банка шăнкăравламалла, ултавла операци пулнине пĕлтермелле, блокировка тума ыйтмалла. Банкăн номерне карттă тепĕр енче кăтартнă. Унтан банка кайса операципе килĕшменни пирки заявлени çырмалла, полицине кайса карттă çинчен укçа çухални çинчен пĕлтермелле. Саккунпа килĕшỹллĕн заявление 30 кун хушшинче пăхса тухма тивĕç. Тĕнчери операцисене тĕпченĕ чух - 60 кун хушшинче. Банк карттă хуçине информаци парсах тăрать.

Наци банкĕн республикăри уйрăмĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика