АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускаври çĕнтерỹ парадне хутшăннă

19 мая 2017 г.

Çул хыççăн çул иртет, кун хыççăн кун, акă, чи сăваплă та чи аслă уявсенчен пĕри - Çĕнтерỹ кунĕ - хыçала юлчĕ. Чи хăрушă, чи тискер вăрçă кисреннĕренпе нумай çул иртрĕ пулсан та эпир ăна манма пултараймастпăр. Çĕршывра "Вилĕмсĕр полк" йĕркелесе яни те пысăк та пархатарлă вырăн йышăнать. Унăн йышĕ кашни çулах ỹссе пыни, çĕршыва тискер тăшманран хỹтĕленĕ тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утни çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕслĕх çамрăксене патриотизмла воспитани парассине вăйлатать, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентет, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсене манманнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ çар парачĕ те çакнах кăтартса парать. Йăрăс та патвар кĕлеткеллĕ, кĕрнеклĕ, маттуртан та маттур салтаксем стройпа ытла та хитре, пĕр харăссăн, çирĕппĕн утаççĕ! Çак парада хутшăннисем хушшинче пирĕн район каччисем те пулни вара пире питĕ савăнтарать.

Евгений Волков

Атнар ялĕнче çуралса ỹснĕ Евгений Валерьевич Волковшăн кăçал Хĕрлĕ площадьри Çĕнтерỹ парадне хутшăнни - пысăк чыс. Майăн 9-мĕшĕччен вĕсем Мускавра икĕ уйăх хушши парада хатĕрленнĕ. Ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Женьăна амăшĕпе ашшĕ, тăванĕсем 2016 çулхи ноябрь уйăхĕнче çеç-ха çара ăсатрĕç. Хальхи вăхăтра вăл Калининград облаçĕнчи Черняховск хулинче Балтика тинĕс флочĕн пехотинче службăра тăрать. Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Женя хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăратчĕ. Ăна районта иртекен фестиваль-конкурссенче тăтăшах курма пулатчĕ. Çак конкурссенче Женя яланах малти вырăнсене йышăнатчĕ. Маттур каччă юрă-ташăсăр пуçне ачаранпах спортпа туслă. Кунта та унăн çитĕнĕвĕсем пысăк. Уйрăмах Женя футбол вăййине кăмăллать. Районти футболистсен пĕрлештернĕ командинче вăл пултаруллă та хастар пулнине пурте пĕлеççĕ. Ырă та уçă кăмăллă, тараватлă, вăр-вар пулнăшăн ăна тантăшĕсем хисеплеççĕ. Пирус туртман, эрех-сăрапа иртĕхмен çамрăкпа ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Сăмах май, Волковсем - ĕçчен те ырă кăмăллă çынсем. Женьăн амăшĕ, Елена Николаевна, Атнар шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет, ашшĕ, Валерий Геннадьевич, республика тулашне ĕçлеме çỹрет. "Ачана салтакран таса та сывă кĕтсе илесчĕ. Пĕр çулталăка тăсăлакан яваплă тапхăр хăвăрт иртсе кайинччĕ", - теççĕ вĕсем. Эпир те Женьăна çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытса пыма, хăюллă та хастар пулма сунатпăр, Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăха чыслăн пурнăçласан кĕркунне тăван тăрăха сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шанатпăр. Фрида ХРАМОВА, Атнар.

Петр Соколов

Майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерỹ парадне Туктамăш ялĕнче пурăнакан Соколовсем те чăтăмсăррăн кĕтнĕ, вăл пуçлансан вара тимлесех пăхма тытăннă. Ара, Хĕрлĕ площадьри парада вĕсен ывăлĕ Петр хутшăннă-çке. Йăрăс пỹллĕ те маттур çар çыннисен ретĕнче вĕсем хăйсен юратнă çыннине асăрхаса юлма пултарнă. Петр Владимирович Соколов хальхи вăхăтра Çурçĕр флочĕн Мурманск облаçĕнчи тинĕс пехотинче контрактпа çар службинче тăрать. Амăшĕ Надежда Соколова каласа панă тăрăх, ывăлĕ Шупашкарти коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухсан пĕр шухăшласа тăмасăрах салтака кайма килĕшнĕ. Малтанах салтак тивĕçне сывлăшпа десант çарĕнче пурнăçланă, унтан шăпине тинĕс пехотипе çыхăнтарма шутланă. Палăртмалла, Петр Мускаври парада пĕрремĕш хут хутшăнмасть. Малтанласа вăл Хĕрлĕ площадь тăрăх стройпа 2014 çулта утнă. Эпир хамăрăн ентешсемпе, чăн-чăн патриотсемпе, мухтанатпăр. Вĕсене малашне те Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытса пыма сунатпăр. Тен, пирĕн районта çуралса ỹснĕ яшсем Мускаври кăçалхи парада хутшăннă тĕслĕхсем татах пулнă? Вĕсем пирки пире пĕлтерме ыйтатпăр.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика