АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент указĕсене пурнăçланине сỹтсе явнă

24 мая 2017 г.

Республикăн Сывлăх сыхлавĕн, Вĕренỹ, Строительство, Физкультурăпа спорт министерствисен майăн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи май уйăхĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă тĕллевсене Чăваш Енре мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетсе хакланă. Ларура сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ, спорт отраслĕсемшĕн яваплă министрсем отчет тунă, ăнăçусене палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăнă. Чăваш Енре халăхăн сывлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕçне лайăх енчен палăртаканни вăл - çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланни. "Çĕр çул ытла пурăнакансен йышĕ республикăра юлашки 5 çулта икĕ хут ытла ỹснĕ", - палăртнă ларура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов.

Пирĕн районта кăçалхи апрель уйăхĕнче 80 çултан иртнĕ 1085 пенсионер пурăннă, вĕсенчен: 80-90 çулхисем - 966 çын, 90-95 çулхисем - 116, 95-100 çулхисем - 3 çын. Республикăра, çав шутра районта та, юлашки вăхăтра спортпа туслисен шучĕ ỹссе пырать. Спортпа туслашма пур районта та условисем çителĕклĕ. Пирĕн районта ку тĕлĕшпе "Хастар" физкультурăпа спорт комп-лексĕ тĕллевлĕ ĕçлет. Ларура палăртнă тăрăх, спорт шкулĕсенчи тренер-преподавательсен шалăвĕ 2012-2015 çулсенче 11,5 пин тенкĕрен 18 пин тенке çитнĕ, анчах пур çĕрте те мар. Пирĕн районти тренерсен шалăвĕ, сăмахран, вăтамран 14 пин тенкĕпе танлашать. Çак кăтарту ыттисенчен пĕчĕкрех пулнине ларура физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эльвира Матренина уйрăммăн палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, тĕп ĕçсем пурнăçланаççĕ, "анчах яланхи пекех ыйтусем пур". Вĕсене татса парас енĕпе влаçăн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тумалла, мĕншĕн тесен çакă çынсен пурнăç пахалăхĕпе тỹреммĕнех çыхăннă.

А.СЕМЕНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика