АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ура пусма та, выльăхсене çỹретме те вырăн юлмĕ…

24 мая 2017 г.

Ура пусма та, выльăхсене çỹретме те вырăн юлмĕ…

Çĕр, шыв тата сывлăш - вĕсенчен пирĕн пĕтĕм пурнăç килет, анчах та вĕсем паян çỹп-çап контейнерĕ пулса тăчĕç. Çын туса кăларнă япаласемех хăйнех сиен кỹреççĕ. Ку пысăк промышленность предприятийĕсене кăна пырса тивмест, ахаль япаласене те: апата тем те пĕр хушни, химикатлă шывсем, тĕрлĕ полимерсенчен тунă савăтсем тата ытти те. Акă хамăр та сисеймерĕмĕр - пластик изделисем пирĕн пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Ытларах халĕ пĕр хут усă курмалли меллĕ те çăмăл япаласемпе усă куратпăр: пластик чашăк-тирĕкпе, савăт-сапапа, подгузниксемпе...

Урăхла каласан, пĕр хут усă куракан саманара пурăнатпăр. Сăмахран, кофе ĕçетпĕр - стаканне аякка ывăтатпăр. Унпа каярахпа мĕн пулать - шутламастпăр та. Унпа вара нимĕн те пулмасть, никам пуçтармасан çĕр-çĕр çул çĕрмесĕр, хамăра та, çутçанталăка та сиен кỹрсе выртать. Эпир çавăн пек пĕчĕк пластмасс никамшăн та сиенлĕ мар, ăна çуса шыва та, вăхăта та, вăя та пĕтерме кирлĕ мар тесе шутлатпăр. Анчах та çак пĕчĕк пластик стакан та пысăкки пекех пысăк хăрушлăх кăларать. Ученăйсем палăртнă тăрăх, пластик япала ытларах ăшăнсан сиенлĕ япаласем сарать. Паян вара кун пек япаласемпе кашни килтех анлă усă кураççĕ. Кашни водителех хăйĕн автомашининче пластмасс кĕленчепе минерал шывĕ е ахаль шыв хурса çỹрет. Çуллахи вăхăтра салонра пластик час вĕриленсе каять те канцерогенлă пайсем, хаяр япаласем сарăлма тытăнаççĕ. Çавăнпа ун пек кĕленчерен ĕçме кирлех-ши, шутласа пăхăр. Ют çĕршывсенчи тухтăрсем хĕрарăмсен сĕт парĕн усал шыççи (рак) аталаннин сăлтавĕсенчен пĕрне шăпах пластик кĕленчерен шыв ĕçнипе çыхăнтараççĕ. Паллах, çав чире сывă пурнăç йĕркине пăхăнманни, тĕрлĕ хими, ГМО хушнă апат-çимĕç те пуçарма пулăшнине манма кирлĕ мар.

Пластик савăтсем туса кăларма тытăннăранпа вара вун-вун çул иртрĕ. Халĕ вăл йăваланса выртман вырăн та çук. Çавăнпах пур çĕрлĕ çỹп-çап вырăнĕсем пулса кайрĕç. Тĕслĕхрен, кĕтỹ пăхма каятпăр - пластик кĕленчепе шыв илетпĕр, ĕçсе ярсан ывăтса хăваратпăр. Хуларан яла çу каçма килнĕ çын калани аса килчĕ. Вăл тăванĕсенне кĕтỹ пăхма кайнă. Хайхискер кун каçипе ĕнесем хыççăн утса мар, пластик пуçтарса ывăннă. - Хамăр ача чух кĕтỹ пăхса çỹренĕ вырăнсене çитсен тĕлĕнсе кайрăм. 30 çул ытла пулманччĕ. Ăçта ан пăх - пластикран тунă сăра е сĕткен кĕленчисем выртаççĕ. Кун пек çулсем иртсен ĕнесене курăк çисе çỹреме вырăн та юлмасть, пластик пуçтарса çиме пуçлĕç. Пĕтрĕмĕр вара! Мĕншĕн ун пек пăрахса хăвараççĕ, пĕлместĕп, - чунне уçрĕ вăл.

Темĕн чухлĕ калаçсан та ыйту тухса тăрать - пластик кĕленчесемпе мĕн тумалла? Пăрахма юрамасть, çунтарма юрамасть. Çунтарсан рак, астма, аллерги тата ытти чирсене пуçаракан наркăмăшлă газ (фосген) тухать. Пластика пухса тепĕр хут усă курма памалла. Ăçта? Паянхи кун ăна Шупашкарта темиçе организаци те йышăнать, Çĕнĕ Шупашкарта вара çỹп-çапа уйăракан çĕнĕ полигон ĕçлет. Сăмах май, юлашки вăхăтра полиэтилен, пластик, кантăк кĕленчесене, йăлари хими флаконĕсене, канистрăсене пирĕн районта та укçалла пухса çỹрекенсем пур. Ун пек организацисем район хаçатĕнче пĕлтерỹсем параççĕ. Пĕр килограмм пластикшăн 12 тенкĕ тỹлеççĕ. Çавăнпа ăпăр-тапăра пухса укçа тума вĕренĕр. Пĕр килограмм пластикран иккĕмĕш хут 800 грамм чĕртавар пулать. Унран вара пусма, искусственнăй çăм, кавир, ăшă тытакан материал, çемçе теттесене тултармаллисем, пăрăхсем, интерьер япалисем тата ытти те хатĕрлеççĕ. Сăмах май, çĕршывра хăш-пĕр пуçаруллă çынсем тахçанах ăпăр-тапăр çинче бизнес уçнă. Пирĕн патра вара кун пек опыт çукпа пĕрех.

Сăмахран, Челябинск облаçĕнчи пĕр çын 30 çул каяллах уйрăм ĕç пуçарнă, пластик кĕленчесем пухать. Вăл ялсенче пластик хумалли ешчĕксем лартса тухнă, унта пухăннă кĕленчесене ятарлă вырăна кайса сутать. Унтан вара ăна геотекстиль тума ăсатаççĕ, çав çирĕп тата шыв яман материалпа ялхуçалăхĕнче, строительствăра, çул сарнă çĕрте, сĕтел-пукан производствинче анлă усă кураççĕ. Çак опыт пирĕн пата çитсен эпир те хирĕç пулас çук, атту пластик йышши ăпăр-тапăр хамăра та йăлăхтарчĕ темелле. Хальлĕхе вара пирĕн йăларан тухнă кирлĕ мар япаласене пухса пымалла, ял тăрăхĕн администрацийĕпе ятарлă машинăпа леçмешкĕн калаçса татăлмалла. Хамăра тирпейлĕ тытма пуçламасан, пур çĕрлĕ ăпăр-тапăр кăларса пăрахсан, ывăтса çỹресен пурăна киле çав çỹп-çап хамăра хупласа илесси патне çитсе тухатпăр. Çỹп-çап вырăнĕсене курсан редакцине пĕлтерĕр. Çитме тăрăшăпăр.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика