АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк грипĕнчен асăрханмалла

24 мая 2017 г.

Кỹршĕ регионта, Тутарстанра, "Лаишевский" кайăк-кĕшĕк комплексĕнче кайăк грипĕн А вирусĕн геномне тупса палăртни Чăваш Енре те чир сарăлас хăрушлăха ỹстерчĕ. Çавăнпах халĕ вирус республикăна килесрен сыхланас тĕллевпе Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕн Управленийĕ кайăк-кĕшĕк усракан, унăн продукцине сутакан предприятисене тĕрĕслет.

Хальхи вăхăтра планпа килĕшỹллĕн Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикине тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслев тепĕр виçĕ предприятие тата виçĕ хресченпе фермер хуçалăхне çитмелле. Тĕрĕслев вăхăтĕнче кайăк грипĕн тата Ньюкасл чирĕн паллисене тупмашкăн лаборатори тĕпчевĕсем тума пробăсем илме палăртнă. Çак мероприятисене ирттерме Чăваш Республикин Прокуратури йĕркеленĕ ведомствăсем хушшинчи ларура йышăннă. Аса илтеретпĕр, Россельхозцентр материалĕсем тăрăх, Раççейре кайăк грипĕпе чирленĕ 23 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку чир паллисене Чечен Республикинче, Краснодар крайĕнче, Калининград, Мускав, Воронеж тата Ростов облаçĕсенче тупнă. Май уйăхĕнче вара чир кỹршĕсем патне çитни паллă пулнă. Майăн 16-мĕшĕнче унта кайăк грипĕпе темиçе районта та карантин туса хунă.

Кайăк грипĕн вирусĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăнă май ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов та, ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та вирус килесрен сыхă тăмалли пирки асăрхаттарнă. Вĕсем ăнлантару ĕçĕ кăна çителĕксĕррине, йĕркесĕр суту-илỹ вырăнĕсене çирĕп сăнаса тăмаллине, уйрăм çынсен хуçалăхсенчи чăх-чĕпе картаран кăлармалла маррине, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен пысăк предприятисем тавра буфер зонисем тумаллине палăртнă. Районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ те чиртен сыхланас тĕллевпе кайăк-кĕшĕк усракан уйрăм çынсене ветеринари правилисене çирĕп пăхăнма, чăх-чĕпе хупă вырăнсенче тытма чĕнсе калать. Чăх-чĕпсенче улшăнусем асăрхасан (апат çиме, шыв ĕçме пăрахрĕ, çунаттисене усрĕ пулсан е ытти паллăсем çиеле тухсан) тỹрех ветстанцине пĕлтерме ыйтать.

А.ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика