АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернетра туянса укçасăр юлас мар

24 мая 2017 г.

 Чылай чухне интернет урлă тавар илекенсем хăйсемех йăнăш тăваççĕ. Çакă тавар туянакан саккас паракан япала пирки япăх пĕлнипе тата тимлĕхсĕр пулнипе, васканипе çыхăннă. Суйланă тавар пирки тĕплĕнрех форумсенче, блогсенче паллашма пулать. Саккас тунă чухне лавкка рейтингне пăхмалла. Пур тавара та дистанци мелĕпе сутма юрамасть. Вăл списока алкоголь продукцийĕ, психотроплă, наркăмăшлă япаласем, наркотик хатĕрĕсем кĕреççĕ. Тавара дистанци мелĕпе сутнă чухне ăна алăпа тытса пăхса илме май çук. Çавăнпа та сутуçăн суту-илỹ килĕшĕвне тăвиччен саккас паракана тавар çинчен тулли информаци памалла, адресне кăтартмалла, хакне пĕлтермелле тата ыттине те.

Пахалăхсăр тавар туянас мар, кĕсьери укçана çухатас мар тесен хăрушă интернет-лавккасен паллисем çине тимлĕх уйăрмалла: хакĕ йỹнĕ пулни ("акци", "туянма васкăр", "таможня конфискатĕнчен сутатпăр", "шучĕ нумай мар" сăмахсем çине ан çакланăр!); таваршăн малтанах тỹлесе татма ыйтни; курьер çитерсе паманни; сутуçă çинчен нимĕнле информаципе сведени пулманни; лавккан е сутуçăн "историйĕ" çукки (интернет-лавккана темиçе сехет хушшинчех уçма пулать) тата ытти те. Ултавçăсен аллине çакланас мар тесен тимлĕ пулмалла. Сирĕн шанăçа кĕрес тесе социаллă сетьри сутуçă хăйĕн паспорчĕн ỹкерчĕкне те ярса параять. Хальхи вăхăтра, технологи аталаннă тапхăрта, компьютер çинче кирек мĕнле паспортăн ỹкерчĕкне те тума пулать. Ăна ĕненме кирлĕ мар. Çỹлерех асăннă паллăсене асăрхасан сутуçăпа килĕшỹ тума ан васкăр.

Роспотребнадзор управленийĕн Çĕмĕрлери территори уйрăмĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика