АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никам та мар, хамăрах айăплă

26 мая 2017 г.

Никам та мар, хамăрах айăплă

Хаçатăн иртнĕ номерĕ вулакансем патне çитсенех редакцине шăнкăравсем килме пуçларĕç, кашниех хăйсем пĕлекен çỹп-çап вырăнĕсене çитсе курма сĕнчĕ. Анат Чутайра тата Туктамăшра пурăнакан темиçе çын (хушамачĕ-сене хăйсем ыйтнипе кăтартмарăмăр) чун ыратăвне пытармасăр ăпăртапăр сарăлса выртакан вырăнсене кăтартса та çỹрерĕç. Акă тахçан "Октябрь" совхоз пулнă, каярахпа "Четайское" ТЯО хуçалăхăн сĕт-çу комплексĕн кăшкарĕсем, ун çывăхĕнчех сенаж хывмалли вы-рăн. Халĕ вăл тем те пĕрпе тулса пырать, кунта ак çĕтĕк диван та тухса ларнă, сăра, эрех кĕленчисем шăкăрипех... Каласа çитерме те çук, тем те куçа йăмăхтарать.

Хĕрлĕ Чутай ялĕ витĕр тухса малалла каятпăр. Тахçантанпах çын алли пырса тĕкĕнмен пушă уй. "Кунта малтан сухаламан пĕр лаптăк çĕр те пулман, çутă юписем тавра та техника кĕрейменнипе алăпа тыр-пул акса хăвараттăмăр. Пурăнас тесех ĕçлерĕмĕр, кун пек пуласса шутламан... Халь веçех аркатаççĕ", - салхуллăн сăмахларĕ ĕç ветеранĕ.

Туктамăш патнелле çывхаратпăр. "Урожай" е "Черепановское" хуçалăхăн хуралтисем курăн-калаççĕ. Заправка пулнă вырăна машинăсемпех ăпăр-тапăр пыра-пыра тăкнă çĕре çитсе тухрăмăр, унтан - апат-çимĕç комбиначĕ пулнă çурт патне. Ăна та ỹркенмен çынсем пăса-пăса килĕсене тултнă. "Лайăх ларакан çурта мĕншĕн аркатмаллаччĕ? Пăссассăн та кирпĕчĕсемпе ял урамĕ хушшинчи çула сармаллаччĕ. Акă ку - шыв башни. Кăна та куç хывнисем пулчĕç. Анчах пăсма памарăмăр, юсакала-са çăрапа питĕрсе илтĕмĕр. Яла шыв кĕртес пулсан та кирлĕ пулĕ тесе шутларăмăр. Шыв кĕртес ыйтупа район тата ял тăрăхĕн администрацине те тухрăмăр, анчах та хальлĕхе нимĕнле сас-хура та çук. Çапах ку башньăна упрасчĕ-ха тетпĕр", - терĕç туктамăшсем.

Инçех мар тахçан тỹрем пулнă, выльăхсем çỹренĕ вырăн. Хăйăрлăскерне строительсем нумай çул каяллах тĕлленĕ, çутçанталăк пурлăхне тонни-тоннипе турттарса çуртсем, объектсем çĕкленĕ çĕре янă. Пурăна киле тỹремрен пысăк шăтăк-путăк пулса юлнă. Юлашки çулсенче кунта та çывăхри ялсенчен машини-машинипе çỹп-çап килсе тăкаççĕ. Çакна курса тỹсейменнипе ял çыннисем чарма тухкалани те пулнă, анчах та кăлăхах. Нумаях пулмасть кăна кунта такам пахчара каснă чие, панулми йывăççисене килсе тăкнă. Çавăн пек тасамарлăх хуçаланать Туктамăшпа Хĕрлĕ Чутай ялĕсем хыçĕнчи çĕрсем çинче. Тавралăха кун пек варалама юрамасть, паллах.

Çав кунах СХТ территорине те çитсе куртăмăр. Кунти çỹп-çап контейнерĕсене юлашки хут хăçан тасатнă-ши? Йăлари каяшсене илсе тухассишĕн яваплисем пур-ши кунта? Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Волков пĕлтернĕ тăрăх, кунта çитес вăхăтрах йĕрке пулĕ - каяшсене илсе тухма ятарлă организаципе килĕшỹ тăваççĕ. Вара çỹп-çапа малашне те тиесе тухсах тăрĕç. Çапла пуласса шанмалли кăна юлать.

Çак йĕркесене тивĕçлĕ органсем асăрхасса, мерăсем йышăнасса шанатпăр. Тен, юраман çĕрте çỹп-çап тăкакансене штрафлани те лару-тăрăва лайăхлатĕ?

Кăçал çĕршыв Президенчĕ Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакна шута илсе республика умĕнче те тавралăха хỹтĕлес, ешĕл зонăсене пысăклатас задача тăрать. Пирĕн те хамăр республика, район пурăнмалли чи лайăх вырăн пултăр тесе тăрăшмалла. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнăччĕ. Çав хушăра Çак эрнерех эпир районта пурăнакансем харпăр хăй килĕнче пухăнса пыракан йăлари хытă каяшсене ятарлă организацисене парас тĕлĕшпе килĕшỹсем тунине пĕлтĕмĕр. Çỹп-çапран хăтăлассипе ĕçленине ырламалла. Мĕншĕн тесен Экологи çулталăкĕнче тăван тавралăха вараласси мар, хăтлăхпа илем кỹрес ыйту нихăçанхинчен çивĕч тăрать. Нумаях пулмасть Халăх фрончĕн активисчĕсем республикăри чи нумай çỹп-çап вырăнĕллĕ района (Вăрмар) палăртнă. Çав списока пирĕн кĕрес марччĕ. Ытти çỹп-çап вырăнĕсене те çитме тăрăшăпăр. Пĕлтерĕр.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика