АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çурчĕ, библиотека, музей

31 мая 2017 г.

 Пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерекен культура учрежденийĕсем Раççей Культура министерствин ятарлă хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулта Чăваш Республикинчи 45 культура организацийĕн (çав шутра клубсемпе библиотека тытăмĕсен, музейсемпе театрсен) халăха кỹрекен пулăшăвĕн пахалăхне хак панă.

Никама пăхăнман хаклава ЧР Культура министерстви çумĕнчи Обществăлла ка-наш тата Чăваш патшалăх культура институчĕ ирттернĕ. Чи малтанах вĕсем культура учрежденийĕсен уçăмлăхне, пулăшусене мĕнле шайра кỹнине, культура ĕçченĕсен ыркăмăллăхне, професси шайне, пулăшу халăха мĕнле тивĕçтернине тĕрĕсленĕ.

Хаклав кăтартăвĕсемпе муниципаллă культура учрежденийĕсем хушшинче чи нумай балл пухаканнисем пирĕн районти Пĕрлештернĕ клуб тытăмĕ тата Пĕрлештернĕ библиотека тытăмĕ пулнă. "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕ вара иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Хальхи вăхăтра районти культура учрежденийĕсен тытăмĕ çапларах: пĕри - "Пĕрлештернĕ клуб тытăмĕ" хăйтытăмлă учреждени, иккĕмĕшĕ - "Пĕрлештернĕ библиотека тытăмĕ" бюджет учрежденийĕ, виççĕмĕшĕ - Валерьян Толстов-Атнарский ячĕллĕ "Çын тата çутçанталăк" краеведени халăх музейĕ" бюджет учрежденийĕ. Вĕсен учредителĕ - район администрацийĕ. Пурĕпе районти культура тытăмĕнче 55 çын вăй хурать. Çулталăк хушшинче районта пурĕ виçĕ пин ытла культурăпа кану мероприятийĕ, пултарулăх конкурсĕ, фестиваль, концерт тата çутĕç программи иртет.

"Пĕрлештернĕ клуб тытăмĕ" хăйтытăмлă учреждени 17 уйрăмран тăрать: ялсенчи 11 Культура çурчĕ тата 6 ял клубĕ. Учреждени директорĕн тивĕçĕсене Анастасия Владимировна Картмасова пурнăçлать. Районти Культура çурчĕн заведующийĕнче Ольга Александровна Сергеева тăрăшать.

"Пĕрлештернĕ библиотека тытăмĕ" бюджет учрежденийĕ шутне 17 ял библиотеки кĕрет. Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн директорĕ - Марина Николаевна Мареева. Районти библиотекăсенчи кĕнеке фончĕ 183 пин ытла экземплярпа танлашать, вулакансен шучĕ - 8,7 пин çын. "Çын тата çутçанталăк" музей ертỹçин тивĕçĕсене Елена Ивановна Чемалинова пурнăçласа пырать. Халăх музейĕн фондĕнче 4 пин ытла экспонат. Çулталăкне музейра виçĕ пин ытла çын пулса курать. "Асăннă хаклава районта пурăнакансем хутшăнчĕç, вĕсене анкетăсем валеçсе патăмăр. Çынсем культура учрежденийĕсем паракан пулăшу вĕсене тивĕçтерни е тивĕçтерменни пирки ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕсен хуравĕсене пĕтĕмлетнипе эпир лайăх ĕçлеме тăрăшни сисĕнчĕ", - тет район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов.

Çак хушăра

Çак кунсенче республикăри Халăх пултарулăхĕн центрĕнче юрлакан коллективсен ертỹçисен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Унта республикăри 15 районтан тата 4 хуларан 39 ертỹçĕ хутшăннă, вĕсен йышĕнче - хĕрлĕчутайсем те. Семинар-канашлура "Чечеклен, илемлен, Чăваш Ен" фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çавăн пекех мероприятире Пĕтĕм Раççейри хор фестивалĕн регионти тапхăрĕн участникĕсене наградăланă. Районти Культура çурчĕн ветерансен халăх хорĕ (ертỹçи - Василий Романов) фестивале хутшăннăшăн Диплома тивĕçнĕ.

Майăн 22-мĕшĕнче вара республикăри Халăх пултарулăхĕн центрĕн тата Шупашкарти музыка училищин, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата Наци радиовĕн специалисчĕсем Атнар ял тăрăхне килнĕ. Сăлтавĕ - "Айхол" фольклор коллективĕ регионсем хушшинчи "Иксĕлми çăлкуçсем" радиоконкурса хутшăнма кăмăл туни. Конкурспа килĕшỹллĕн атнарсем икĕ тĕрлĕ юрă юрласа панă, коллектив мĕнле тата хăçан пуçланса кайнине пĕлтернĕ.

Атнар ял тăрăхĕнчи "Айхол" фольклор коллективĕ юрланине паян, майăн 31-мĕшĕнче, Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче 18 сехетре итлеме пулать. Коллектившăн сасăлас текенсен 62-30-88 номерпе шăнкăравламалла.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика