АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан чиртен сыхланăр!

31 мая 2017 г.

Юлашки çулсенче район территорийĕнче чĕрчунсем уртаракан чирпе чирленĕ темиçе тĕслĕхе те шута илнĕ. Малтан çак чир ытларах тискер чĕрчунсем (тилĕсем) хушшинче пулнă-тăк, халĕ унпа килти йытăсем, кушаксем чирлени тĕл пулать. 2015 çулта, тĕслĕхрен, виçĕ тилĕпе пĕр кушак, 2016 çулта пĕр кушак чирленине регистрациленĕ. Пур тĕслĕхĕнче те чире тискер чĕрчунсем сарнă.

Кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Атнар лесничествин участокĕнче (вăрман хуçалăхĕн территорийĕнче) тилĕ виллине тупнă. Тиллĕн пуç мимин пайĕсен мазокĕсене лабораторинче тĕрĕсленĕ хыççăн вăл уртаракан чирпе аптрани паллă пулчĕ. Çавна май майăн 3-мĕшĕнчен ЧР Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн хушăвĕпе Атнар лесничествин участокĕнче, 60-мĕш квартал территорийĕнче, икĕ уйăх хушши чару тапхăрĕ тесе йышăннă. ЧР Патшалăх ветслужби уртаракан чир тупнă вырăна тĕп тумашкăн комплекслă план йышăннă. Икĕ уйăх пыракан карантин вăхăтĕнче территоринче тискер чĕрчунсене тытма, кĕртме, илсе тухма юрамасть.

Асăрхаттаратпăр, уртаракан чир - тĕп нерв тытăмне сиенлекен, вĕлерекен инфекци чирĕ. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Чĕрчунсен тыткаларăшĕ улшăннине курсан е чĕрчун çыртсан тỹрех медучреждение тата ветстанцине пĕлтермелле. Чир паллисене мĕнле уйăрмаллине эпир унччен маларах район хаçатĕнче пичетленĕччĕ.

Чиртен асăрханас тесен малтанах çапкаланса çỹрекен чĕрчунсене хăвăра илме кирлĕ мар, туянсан та ăна ветеринари тухтăрне кăтартма, ветлечебницăра регистрацилеме тăрăшăр. Килти чĕрчунсене (виçĕ уйăхран иртнисене) уртаракан чиртен прививка тумалла. Халĕ районти ветслужбăн пур уйрăмĕсенче те килти чĕрчунсене вакцинаци тăвас кампани пырать. Тĕплĕнрех 8 (83551) 2-10-53 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Районти чĕрчунсен чирĕпе кĕрешекен станци.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика