АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене - пысăк тимлĕх

31 мая 2017 г.

 Следстви органĕсен ĕç-хĕлĕнче çул çитмен çамрăксен тĕлĕшпе саккуна хирĕçле е вĕсем хутшăнакан ĕçсемпе çыхăннă ыйтусене хỹтĕлесси пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр шутланать.

2016 çулта республикăри Следстви управленийĕн следователĕсем 105 çын çул çитмен 226 çамрăк тĕлĕшпе тунă преступленисемпе 92 уголовлă ĕçе суда ярса панă. Аслисен айăпĕпе асап курнисенчен 88-шĕ - Çĕнĕ Шупашкарти ача сачĕсене çỹрекенсем. Вĕсем учрежденире апат хатĕрленĕ чух санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăнманран наркăмăшланнă, больницăра сипленнĕ.

Кăçал вара судсене 27 уголовлă ĕç çитерсе панă. Ку ĕçсенче 27 çын айăпланать, вĕсем çул çитмен 42 çамрăк тĕлĕшпе преступлени тунă. Саккуна хирĕçле ĕçсенче пĕлтĕр çулталăка çитмен çичĕ ача, пĕр çултан пуçласа 14 çулчченхи 175 ача тата 15-17 çулсенчисем 44-ăн асап тỹснĕ. 2016 çулта мăшкăлпа çыхăннă преступленисенче çул çитмен 53 çам-рăк, кăçал 20 çамрăк хур курнă.

Ачасен прависене пырса тивекен преступленисене пысăк квалификациллĕ следовательсем тĕпчеççĕ. Асап тỹснисене малтанах специалистсем психологи пулăшăвĕ параççĕ, вĕсемпе психологипе диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлекен учрежденисем, ятарлă органсен ĕç-хĕлĕ те следстви органĕсен тимлĕхĕнче. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, саккуна хирĕçле ĕçсем тума май туса паракан сăлтавсене тупса палăртнă май çитменлĕхсене пĕтерме 142 представлени тăратнă, должноçри 99 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, кăçал - 36 представлени.

Ачасен тĕлĕшпе преступленисем ытларах саккунлă представительсем воспитани енĕпе хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаннипе тата çул çитмен çамрăксем хăйсем тỹрремĕнех саккуна пăснипе пулаççĕ. Çавăнпа субъектсен тачă çыхăнса ĕçлемелле, профилактика тытăмне вăйлатмалла. Тĕслĕхрен, Муркаш районĕнче пулнă ĕç-пуçа илер. Унта шкултан çывăхри яла (килне) таврăнакан пĕчĕк хĕрачана çын çỹремен вырăнта мăшкăлланă. Следстви органĕ шкул администрацине вĕренекенсене уроксем вăхăтĕнче те, ун хыççăн та хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли пирки асăрхаттарнă. Çавăн пекех унта шкул автобусĕсен çĕнĕ маршрутне уçас ыйтăва сỹтсе явнă.

Шупашкар хулинче пулнă тепĕр ĕç сывлăха çирĕплетмелли лагерьте канакан хĕрача тĕлĕшпе пулнă. Лагерьте видеосăнав тытăмĕ ĕçленĕ пулин те, территорине пĕр арçын кĕме пултарнă, сехет майлă территоринче çỹренĕ, çакна хуралçă асăрхаман. Преступник мăшкăлла ĕç тунине пĕлтерсен те хуралçă тревога çĕклемен. Çавна пула преступник тарма ĕлкĕрнĕ, каярахпа тин ăна йĕрке хуралçисем тытнă. Кунта та лагерь директорне дисциплинарлă явап тыттарнă, хурал-не те улăштарма тивнĕ. Халĕ те, çуллахи тапхăр пуçланнă май, ашшĕ-амăшĕн, ачасемшĕн яваплисен тимлĕхе çухатмалла мар, вĕсене шыва кĕнĕ чухнехи, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине, нумай хваттерлĕ çуртсен кантăкĕсенчен тухса ỹкессинчен асăрхаттарсах тăмалла.

Следстви управленийĕ ачасен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлессине пысăк тимлĕх уйăрнине шута илсе 2012 çулхи октябрь уйăхĕнчен ведомствăн "Ача хăрушлăхра" телефон линийĕ ĕçлет: 8 (8352) 62-46-57 е 123 (сотовăй телефонтан). Çак "вĕри линипе" ачасен прависемпе ирĕкне пăсни çинчен пĕлтерме юрать. Хисеплĕ вулакансем! Инкек патне илсе çитерекен лару-тăрăва сиресси - пирĕн пĕрлехи задача. Инкек кирек кампа та пулма пултарать. Çавăнпа курнине курмăш ан тăвăр, пĕрле тăрăшсан кăна инкеке сирме пултарăпăр.

Н.ЯКОВЛЕВ, Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика