АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем кителĕсене хывса хурĕç, чунĕсенче вара яланлăхах кадетсем пулса юлĕç

31 мая 2017 г.

Майăн 24-мĕшĕнче шкулсенче иртнĕ юлашки шăнкăрав уявĕнче ыттисемпе танах район историйĕнчи пĕрремĕш кадет класĕ те тăван шкулпа сывпуллашрĕ.

Районта тепĕр кадет класĕ пулĕ е çук - кун пирки хальлĕхе никам та татăклă хурав параймасть. "Авангард" кадет класĕ вара хăйĕн пултарулăхĕпе, республика тата çĕршыв шайĕнчи пысăк çитĕнĕвĕсемпе асра юлĕ. Çакна Хĕрлĕ Чутай шкулне юлашки шăнкăрав уявне пынă район ертỹçи Александр Степанов тата райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров та çирĕплетрĕç. Вĕсем кадетсене Дипломсемпе Хисеп грамотисем пачĕç, район чысне тивĕçлĕ хỹтĕленĕшĕн, çỹле çĕкленĕшĕн тав турĕç.

Паллах, кадетсемпе ĕçленĕ кашни учителе тав сăмахĕ калас килет. Класс ертỹçи Ирина Евгеньевна Захарова хăйĕн лара-тăра пĕлмен кадечĕсене ыррине ăша хывма нумай вĕрентрĕ. Хуть те ăçти ăмăртăва кайнă чух та кадетсемпе пĕрле Ирина Алексеевна Романова пулчĕ, вĕсене тĕрев, пулăшу пачĕ.

Уйрăмах вара вĕсемшĕн ырми-канми, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă, çывăх çын вырăнне пулнă Эдуард Васильевич Романов ырă сăмаха тивĕç. Акă мĕн калать вăл ыран-паян алла аттестат илсе шкултан яланлăхах тухса кайма хатĕрленекен кадетсем пирки: "Эпĕ вĕсене чи малтанах çын пулма вĕрентме тăрăшрăм. Малашне те хуть мĕнле лару-тăрура та çакна ан манччăр, çынлăха нихăçан та ан çухатчăр. Тата хăйсен: "Чуна - Турра, пурнăçа - Тăван çĕршыва, чыса - никама та!" - текен девизне яланах асра тытчăр".

"Пилĕк çул каялла хамăрăн ачасене Эдуард Романова шанса парса эпир пĕрре те йăнăшмарăмăр, - теççĕ кадетсен ашшĕ-амăшĕ. - Ỹссе-тĕрекленчĕç, маттурланчĕç пирĕн чун тĕпренчĕкĕсем. Вĕсен шкулпа сывпуллашмалли вăхăт çитнине ĕненес те килмест..." ...Юлашки хут пирĕн кадетсем шкул умĕпе стройпа утрĕç. Утнă май, кадетсен сывпуллашу йăлипе, малашлăхра ăнăçу пулма вак укçа ывăтрĕç. Текех эпир вĕсене кун пек кураймăпăр.

Кадетсем пилĕк çул хушши тăхăнса çỹренĕ кителĕсене яланлăхах хывса хурĕç, çулĕ-сем кашнин тĕрлĕ енне саланĕç. Чунĕсенче кăна вĕсем яланах çирĕп чунлă, пултаруллă, шанчăклă кадетсем - чăн-чăн çынсем - пулса юлччăр. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе вара манăн кадетсене çапла калас килет: "Чи кирли - эсир пĕр-пĕрне, пĕрле вĕреннĕ çулсене, сирĕншĕн чунĕсене парса ĕçленĕ вĕрентекенсене манса ан кайăр. Эпир вара яланах сирĕнпе юнашар пулăпăр".

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика