АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гран-прие тивĕçнĕ

31 мая 2017 г.

 Кăçал "Советская Чувашия" хаçат 100 çул тултарнине халалласа нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. "Ростки возрождения" конференцие хамăр республикăри ачасемпе пĕрлех Тутарстан, Мари Эл, Чулхула облаçĕнчи вĕренекенсем хутшăннă. Çамрăксем хăйсен ĕçĕсене 16 секцире кăтартнă, пурĕ 300 ытла ĕç пулнă. Питĕркасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Судакова хăйĕн ĕçĕпе "Çар историйĕ" номинацире паллаштарса гран-прие тивĕçнĕ. "Настя - вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕрача, тĕрлĕ конкурссене тăтăшах хутшăнать. Хĕрача историпе тата обществăпа кăсăклансах вĕренет. Асăннă наукăпа практика конференцийĕнче вăл Питĕркасси ялĕнчи вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ", - тет Альбина Фадеева истори учителĕ. Анастасия хăйĕн ĕçне шăпах Альбина Владимировна пулăшнипе хатĕрленĕ. Палăртмалла, питĕркассисем асăннă наукăпа практика конференцийĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ гран-прие тивĕçеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика