АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк инспекторсен ăмăртăвĕ

31 мая 2017 г.

Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Белые камни" лагерьте çул çинчи çамрăк инспекторсен "Хăруш-сăрлăх урапи" слечĕ иртнĕ. Ăна ЧР Вĕренỹ министерствипе Шалти ĕçсен управленийĕн Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ йĕркеленĕ. Республикăри конкурсра районсенчи 25 çĕнтерỹçĕ-команда ăмăртнă. Пирĕн район чысне конкурсра Хусанушкăнь шкулĕн команди хỹтĕленĕ. Кашни ушкăнăн программăри 5 станци тата "Вместе за безопасность дорожного движения" пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Çамрăк инспекторсен çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине, велосипедпа ăста ярăнма, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама пултарнине тата ыттине кăтартса пама тивнĕ. Хусанушкăньсен "Светофорчик" команди йышĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Даниил Макаров, Софья Фролова, Анна Шарипова тата 3-мĕш класри Артем Насибян пулнă. Вĕсем Вера Алексеевна Нагорова вĕрентекен ертсе пынипе район чысне тивĕçлĕ хỹтĕленĕ. Пĕтĕмлетỹсем хыççăн çакă паллă пулнă: "Основы безопасности жизнедеятельности" тата пултарулăх конкурсĕнче Хусанушкăнь шкулĕн çамрăк инспекторĕсем 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Ăмăртăвăн кашни саманчĕ, уяв салючĕ, çĕнĕ юлташсем, ăшă туйăмсем слета хутшăннисен асĕнче нумайлăха юлĕç.

Светлана ЯРУТКИНА, Хусанушкăнь шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика