16 апреля 2008 г.
Иртнĕ эрне кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров лару ирттернĕ, унта Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Николай Смирнов Президент 2008 çулта Чăваш Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр» çырура палăртнă тĕл¬левсене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.
Ларура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Нумай çул экономика пĕр тикĕс, çынсен тупăшĕ, капиталлă строительство хăвăртлăхĕ ÿснине палăртса хăварнă. Çак çитĕнÿсем – влаçăн федераци органĕсемпе пĕрле тухăçлă ĕçленин кăтартăвĕ.
Николай Федоров çĕнĕ тĕллевсене пурнăçланин меслечĕсене ырланă. Çитес кунсенчех Чăваш Ен Патшалăх Канашне 2008 çулхи республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен саккун проекчĕ çитĕ. Бюджет тупăшĕсене тата тăкакĕсене 3,9 млрд. тенкĕ ÿстерĕç.
Çырура палăртнă тĕп тĕллевсене пурнăçланă май общество инфратытăмне малашне аталантармашкăн тата 2,3 млрд. тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра çулсем тума – 12,4 млрд. тенкĕ, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне тума – 400 млн. тенкĕ.
Ял хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма тата 373 млн. тенкĕ кайĕ, социаллă пурнăçпа культура сферине – 890 млн., çав шутран вĕрентÿ валли – 183 млн., культура валли – 80 млн., сывлăх сыхлавне – 430 млн., халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерме 197 млн. тенкĕ. Кăçалах нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса çĕнетме 500 млн. тенкĕ уйăрĕç.