16 апреля 2008 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе, килти хушма хуçалăха аталантарассине лайăхлатас тĕллевпе 2006-2008 çулсенче граждансем 136,8 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ.
Наци проекчĕ палăртнă çăмăллăхлă кредита илесси малалла пырать. Çулталăк пуçланнăранпа харпăр хăй хуçалăхне аталантарма 85 çын 11,122 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакансем анлă усă курнă – 5,507 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ, Питĕркасси ял тăрăхĕ – 1,530 миллион, Ачкасси ял тăрăхĕ – 1,125 миллион.
Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевлисем çав укçана выльăх-чĕрлĕх витисем çĕклеме, ăратлă выльăх туянма, техникăпа оборудовани илме усă курма палăртнă.