АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финал конкурсне хутшăнĕç

16 апреля 2008 г.

Апрелĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче куçса çÿрекен клуб учрежденийĕсемпе агиткультбригадăсен зонăри конкурсĕ иртнĕ. Унта Красноармейски, Етĕрне, Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай тата Шупашкар районĕсен пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. Конкурса хутшăнакансен тĕрлĕ художествăлла, сăнарлă мелсемпе тата техника хатĕрĕсемпе усă курса хуть те мĕнле мероприяти (театрализациленĕ представлени, пултарулăх каçĕ, концерт тата ытти те) хатĕрлемелле пулнă.

Конкурсра пирĕн район чысне ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи куçса çÿрекен клуб учрежденийĕ Çемье çулталăкне халалланă театрализациленĕ представленипе хÿтĕленĕ. Унăн пултарулăх ертÿçи Виталий Стафик пулнине палăртмалла.

Жюри пирĕн район коллективĕн сценарийĕ тата режиссер ăна лартни хăйне евĕрлĕ пулнине палăртнă, коллектив Канаш хулинче апрелĕн 30-мĕшĕнче иртекен республикăри финал конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика