АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне тар тăксассăн кĕркунне пÿлме тулли пулĕ

16 апреля 2008 г.

Çут çанталăк ыйхăран вăранчĕ. Çурхи ĕçсем кăçал нихçанхинчен иртерех пуçланчĕç. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче, фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче çурхи культурăсене вăхăтра тата пахалăхпа акса хăварассипе мĕнле тимлеççĕ-ха; Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, вăрлăхпа минерал удобренийĕсемпе, техника юсавлăхĕпе çыхăннă ыйтусене мĕнле татса параççĕ;

Н.Ф.Коробков, райадминистрацин тĕп агрономĕ: кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк теме çук. Çĕр ĕçченĕ кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе минераллă удобренисемпе апатлантарассипе тимлет. Кĕр тыррисем районĕпе 3189 гектар шутланаççĕ, нумай çул ÿсекен курăксем 4669 гектар йышăнаççĕ. Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем пурĕ кĕрхи культурăсене 1200 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 620 гектар апатлантарнă. Пĕлтĕр кĕркунне районĕпе 2833 гектар çĕртме туса хăварнă, çав шутран кăçал 570 гектарне сÿрелесе çурхи культурăсене акса-лартма çĕр хатĕрленĕ.

Йывăрлăхсене парăнтарса пыракан çаврăнăçуллă хуçалăх ертÿçисем çурхи ĕçсене вăхăтра туса пыраççĕ. Акă, “Коминтерн” (650 гектар çинче), “Нива” (333 гектар), “Свобода” (125 гектар) хуçалăхсенче çĕр ĕçченĕсем кĕр калчисене минерал удобренийĕсемпе апатлантарассине вĕçлерĕç. Халĕ çурхи культурăсене акма çĕр хатĕрлессипе тимлеççĕ. Анатçĕрпÿкассисем 35 гектар урпа акнă та ĕнтĕ. “Победа”, “Асамат” хуçалăхсемпе “Мочковашский”, В.Никитин фермер хуçалăхĕсенче те кĕр калчисене апатлантарас ĕçе пуçăннă. Шел те, çурхи ĕçсем “Путь Ильича”, “Авангард”, “Асамат” хуçалăхсенче ерипен пыраççĕ. “Сура” кооперативра вара кăçал тыр-пул акса туса илме шутлаççĕ-ши; Вĕсем халĕ те хĕл ыйхинчен вăранман-ха. Ĕç юлса пынин сăлтавĕ пурне те паллă ĕнтĕ – укçа-тенкĕ çитсе пыманни. Çав сăлтавпах хуçалăхсем минерал удобренийĕсене янтламан. Çĕр пулăхне лайăхлатмасан вара тухăç илме çук. Бензин-топливо çитсе пымасть. Техникăна уй-хире кăларма саппас пайсем çитмеççĕ. Паха вăрлăх çукки те ура хурать. Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма 1309 тонна вăрлăх кирлĕ. Паянхи куна вăрлăх 1112 тонна пур, вăл 85 процентпа танлашать. Вăхăт вара кĕтмест. Çĕр хăвăрт типет. Ака ĕçне вăхăтра пурнăçламалла. Акă, минераллă удобренисене “çĕр çăкăрĕ” тетпĕр пулсан, ăна “Путь Ильича”, “Авангард”, “Аккозинский” “Сура” хуçалăхсем пĕр тонна та янтламан.

“Иккĕмĕш çăкăра” лартса-туса илесси çултан-çул чакса пырать. Кооперативсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем çĕр улми анисене пĕчĕклетсех пыраççĕ. Çакна асăннă пахча çимĕçе туса илме тивĕçлĕ техника çуккипе те ăнлантармалла. Кивĕ техникăн вара тăкакĕ питĕ пысăк.

Ял хуçалăх специалисчĕсене ака ĕçĕсенче пусă çаврăнăшне пăхăнса, вăрлăха им-çамласа акма сĕнес килет. Пахалăхсăр ĕç тыр-пул тухăçне чылай чакарать. Çанталăк пăтăрмахĕсем пулмасан çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесчĕ.

В.М.Васюков, патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ: çунана çулла, урапана хĕлле хатĕрлеме хушаççĕ. Пытарма кирлĕ мар, чылай хуçалăхра техника кивелсе çитрĕ. Çĕнĕ технологипе ĕçлесе пыракансем кредитпа усă курса техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Хирте техника шавĕ пуçланчĕ. Юсавлăх тĕлĕшпе, вĕсене тĕрĕслеве тăратассипе хуçалăхсем мĕнле ĕçлерĕç-ха;

Паянхи куна тĕрлĕ маркăллă “хурçă утсем” “Коминтерн”, “Нива”, “Свобода”, “Победа” хуçалăхсенче ĕç çине юсавлăхпа тухрĕç. Ĕç тухăçлăхĕ техника кăлтăксăр ĕçленинчен нумай килнине кунти специалистсемпе механизаторсем лайăх ăнланаççĕ. Çав хушăрах “Аккозинский”, “Авангард”, “Путь Ильича”, “Сура” хуçалăхсенче техникăна, кăкарса çÿремелли агрегатсене ĕç çине хатĕрлессипе начар ĕçлеççĕ. Вĕсенчи механизаторсем техника кивелсе пыни пирки пăшăрханса калаçаççĕ. Ирĕксĕрех трактористсем “хурçă утсен” ĕмĕрне тăсма тăрăшаççĕ е кĕпе аркине касса çаннине сапланă пек майлаштаркалаççĕ.

Çур аки – яваплă тапхăр. Механизаторсен, акакансен ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисем пирки манмалла мар. Ĕç çи ăнăçлăхĕ пĕтĕмпех техникăна мĕнле ĕçлеттернинчен килет.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Çурхи ĕçсем кунран-кун вăй илсе пымалли вăхăт. Анчах та пур хуçалăх ертÿçисем те яваплă тапхăр çитнине туймаççĕ пулас. Вăхăтпа халĕ туллин усă курмасан, кĕркунне тыр-пул пÿлмисем пурин те тулли пулĕç-ши; Мĕншĕн хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшмаççĕ; Ертÿçĕ тилхепине ун пеккисем тивĕçлех тытса пыраççĕ-ши;

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика