16 апреля 2008 г.
Эпĕ 80-мĕш çулсен варринче вклад уçрăм, ăна 1994 çулта хупрăм. Перекет кĕнеки упранса юлман. Вкладран юлнă укçа тăрăх компенсаци илме пултаратăп-и;
Пултаратăр, хупнă вкладсем тăрăх та компенсаци тÿлеççĕ. Анчах та хупнă вкладсен тĕлĕшпе вкладри укçа-тенкĕне 1991 çулхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне юлнă пĕчĕклетекен коэффициентпа шутласа параççĕ:
- 0,6 – 1992 çулта хупнă вклад тăрăх;
- 0,7 – 1992 çулта вăйра тăнă тата 1993 çулта хупнă вклад тăрăх;
- 0,8 – 1992-1993 çулсенче вăйра тăнă тата 1994 çулта хупнă вклад тăрăх;
- 0,9 – 1992-1994 çулсенче вăйра тăнă тата 1995 çулта хупнă вклад тăрăх;
- 1 – хальхи вăхăтра тата 1992-1995 çулсенче вăйра тăнă тата 1996-2008 çулсенче хупнă вклад тăрăх.
Сирĕн тĕслĕхре – 0,8 коэффициент. Эсир, ахăртнех, хăш филиалта вклад уçнине ас тăватăр. Раççей Перекет банкĕн вклад упраннă учрежденийĕнче компенсаци тÿлеççĕ. Перекет банкĕн хăш филиалĕнче вклад упраннине аса илеймесен сирĕн Раççей Перекет банкĕн çывăхри учрежденине каймалла та сирĕн вклада шырамашкăн паспорт кăтартмалла. Шырав кăтартăвĕсем тăрăх компенсаци илме пултаракан банкăн адресне пĕлтерĕç.
Ачасен тĕллевлĕ вклачĕ тăрăх компенсаци хăçан тÿлеме пуçлĕç;
М.ПЕТРОВА.
Раççей Перекет банкĕн учрежденийĕсенче ачасен тĕллевлĕ вклачĕ тата 1991 çулхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне юлнă вкладри укçа-тенкĕ чухлĕ хушма компенсацие унчченех параççĕ. Ачасен тĕллевлĕ вклачĕсене хăйне уйрăм условисене тĕпе хурса уçнă: вклада 10 çул упрамалла тата вклада панă чухне ачан 16 çулта пулмалла.
Çапла майпа, енчен те эсир ачасен тĕллевлĕ вкладне уçнă пулсан, сирĕн счет уçнă банка каймалла. Çапах та ача ячĕпе вăхăтлăх (срочный) вклад уçма пултарнă. Вăхăтлăх вклад укçа хываканăн тивĕçлĕ ÿсĕм категорийĕ çитсен тин компенсаци илме май пур.
Нумаях пулмасть анне вилчĕ, эпĕ унăн перекет кĕнекисене тупрăм. Çын пытарассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн компенсаци параççĕ тенине илтнĕччĕ. Ăна илме ăçта каймалла-ши тата мĕн чухлĕ парĕç; Эпĕ пĕртен-пĕр хĕрĕ пулсан та еткерлĕх докуменчĕсене кăтартмаллах-ши;
Е.ФЕДОРОВА.
2001-2008 çулсенче вилнĕ, вилнĕ кун Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнă вклад хуçисен еткерçисене е пытарассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕ¬семшĕн тÿленĕ çынна параççĕ:
- 6 пин тенкĕ, енчен те вилнĕ çыннăн вкладри укçи 400 тенкĕпе танлашнă е ытларах пулнă пулсан (1991 çулхи укçан малтан палăртнă хакне тĕпе хурса шутлаççĕ);
- енчен те вклад виçи 400 тенкĕрен сахалрах пулсан, заявленире кăтартнă вклад хуçин суммине 15 коэффициента хутласа тÿлемелле. (1991 çулхи укçан малтан палăртнă хакне тĕпе хурса шутлаççĕ).
Компенсацие панă чухне вклад хуçи пурăннă чухне илнĕ компенсацие шута илмеççĕ.
Асăннă ĕçшĕн компенсаци илес тесен Раççей Перекет банкĕн вклад уçнă учрежденине каймалла. Çак документсем кирлĕ пулĕç: вилни çинчен калакан свидетельство, еткерлĕх докуменчĕ (халал хучĕ е еткерлĕх правине çирĕплетекен свидетельство), паспорт тата перекет кĕнеки.
2008 çулта 1954 çулта çуралнă граждансене те компенсаци параççĕ тенине илтрĕм. Граждансен хăш категорийĕсене компенсаци тÿлеççĕ;
И.ПЕТРОВ.
2008 çулта Раççей Федерацийĕн Правительстви 2007 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнчи «2008 çулта Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕнче уçнă вкладсем тăрăх Раççей Федерацийĕн граждансен уйрăм категорийĕсене компенсаци тÿлесси, йĕрки çинчен» 1002-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн аяларах асăннă çак çынсем компенсаци илме пултараççĕ:
- Раççей Федерацийĕн 1954 çулччен тата çав çулта çуралнисем;
- I ушкăнри инвалидсем, ĕçлеме пултарайман III ушкăнри инвалидсем, II ушкăнри инвалидсем;
- ачаранах инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен опекунĕсемŸпопечителĕсем;
- призыв тăрăх çар хĕсметĕнче пулнă тата мирлĕ вăхăтра хĕсметре тăнă чухне вилнĕ каччăсен ашшĕ-амăшĕ;
- тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр юлнă ачасен вклачĕсем тăрăх;
- çав шутра граждансен асăннă категорийĕсене кĕрекен еткерçисем те.
Компенсацисене 1991 çулхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне юлнă укçа-тенкĕ чухлĕ, 1991 çулхи укçан малтан палăртнă хакне шута илсе, çавăн пекех хушма компенсацие 1991 çулхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне юлнă укçа-тенкĕ чухлĕ, 1991 çулхи укçан малтан палăртнă хакне шута илсе тÿлеççĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2007 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕ¬шĕнчи 1002-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн компенсацисене тÿлеме пуçласин вăхăчĕ çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче тепре пĕлтерĕç.