АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлтрен вăрттăнлăхĕ

16 апреля 2008 г.

Пур çĕрте те ÿсекен вĕлтрен этем сывлăхĕшĕн паха япаласемпе пуяннине тĕпчесе пĕлнĕ. Чи кирлисен шутĕнче – аскорбин йÿçекĕ, К витамин, бетакаротин. Вĕлтренрен хатĕрленĕ шĕвеке халăх сиплевçисем юн сахаллипе, остеопорозпа, самăрланнипе аптăракан çынсене, юн хытса çитменнипе асапланакансене ĕçме сĕнеççĕ.

Пĕр стакан вĕри шыва вĕтетнĕ вĕлтрен çулçисене пĕр кашăк ярса лартмалла. Савăта хупса хумалла та каярахпа шывне сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне виçĕ хутчен ĕçсен аван. Вăл авитаминозран сипленме, юнри сахăр шайне чакарма май парать, кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсемшĕн усăллă. Пÿре чирĕпе нушаланакансене те пулăшать, шалта чулсем пуласран асăрхаттарать.

Ÿт-пĕве, çÿçе çемçетмелли чи паха шĕвексенчен пĕри – вĕлтĕренрен хатĕрлени. Сурансене е пиçсе кайнă вырăнсене компресс хунă чухне те вĕлтĕрен чи витĕмлĕ эмел шутĕнче.

Çамрăк вĕлтрене май-июнь уйăхĕсенче пухни аванрах, ун сиплев пахалăхĕсем лайăхрах упранаççĕ. Çил кĕрекен хуралтăсенче типĕтнĕ хыççăн ăна тураççĕ е çăнăх евĕр вĕтетеççĕ. Вĕлтрен апат тутине лайăхлатать, яшка пĕçернĕ чухне унпа ĕлĕкренех усă курнă.

Вĕлтрен шĕвекĕ хатĕрлекенсене çакăн çинчен аса илтерни те усăллă пулĕ: ăна çие юлнă хĕрарăмсене, гипертони чирĕпе асапланакансене ĕçме хушмаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика