АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын вилсен куç кĕскине хуплаççĕ

16 апреля 2008 г.

Сăнанă-и эсир, пĕр-пĕр çын вилли пÿлĕмре тупăкра выртать пулсан куç кĕскисене, трюмосене çын сăнĕ курăнмалла мар хупласа хураççĕ. Мĕнпе çыхăннă-ши çак йăла; Чиркÿ çыннисем ăнлантарса панинчен çакă паллă. Тĕн мифĕсене ĕненес пулсан, çын вилсен унăн чунĕ ăна пăрахса хăварать, ирĕке тухса каять-мĕн, анчах çав çынран инçех мар, çумĕнчех тенĕ пек, ун çине пăхса тăрать, вилĕ ÿт те хăйĕн чунне курсах выртать-мĕн. Акă, мĕншĕн ĕнтĕ вилнĕ çын куçне хупмасăр чĕрĕ пек пăхса выртсан ун умĕнче тăракан пытарупа çыхăннă çынсем ăна «куçĕсене хуп-ха ĕнтĕ, çырли пиçсе çитнĕ, вилме вăхăт çитнĕ» тесе унпа чĕрĕ çынпа пупленĕ пекех хулен кăна калаçса илеççĕ. Хăйĕн чунне куç кĕски çинче курсан вилнĕ çын питĕ-питĕ кулянать тет, хăй патне каллех таврăнма ÿкĕтлет тет.

Ку çеç те мар-ха. Вилнĕ çыннăн чунĕ килтен хăраххăн ниепле те каясшăн мар-мĕн, куç кĕски çинчен курăнмалла мар сăнаса тăрса (кам чунне те пулин пытарма пынисен) хăйпе пĕрле илсе кайма тепĕрне илĕртет имĕш. Çак инкексем ан пулччăр тесе, вилнĕ çынпа унăн чунĕ текех пĕр-пĕрин çине ан пăхчăр тесе шăпах ĕнтĕ куç кĕскисемпе трюмосене тĕшмĕше ĕненекенсем пÿртре виле пур чухне витсе хураççĕ. Вилене килтен илсе тухса кайсан та хĕрĕх кунччен унăн чунĕ кил-çуртрах явăнса вĕçсе çÿрет-мĕн.

Тĕн мифне ĕненес пулсан, вилнĕ çынна хĕрĕх кунран суд тăваççĕ. Шăп çав вăхăт çитсен ун чунĕ килтен тухса суд пулмалли вырăна вĕçсе каять-мĕн. Çынна унăн чунĕ çăтмаха е тамăка лекессине этем хăй пурăннă чухне тунă ырăпа усал ĕçсене танлаштарса хаклаççĕ. Ырă ытларах тунă пулсан – çăтмаха, усал ĕçсемшĕн тамăка лекетĕн-мĕн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика