16 апреля 2008 г.
«Кукăр алă” чирĕпе нушаланакан çын ют пурлăха вăрлаймасăр пурăнаймасть. Ун пеккисен мĕн те пулин йăкăртмасăр чунĕ канмасть имĕш.
Ку ĕç кăçалхи январь уйăхĕнче Трапай ялĕнче пулнă. В. гражданка пĕрисем патне хăнана кайнă. Кил хуçи тепĕр пÿлĕмре тăрмашнă хушăра хĕрарăм сĕтел çинче выртакан «NOKIA-2626» сотовăй телефона кĕсьене чикнĕ. Вăл ют япалана вăрласа ăна сутса укçа тăвасшăн пулнă-ши е телефон хăйне кирлишĕн преступлени тунă-ши; Калама хĕн.
Арçын телефон çухалнине асăрханă, милицие пĕлтернĕ. Тĕрĕслев вăрра тупса палăртнă. Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă.
Преступлени тусан айăплавран хăтăлма çук çав. В. гражданкăна тепĕр çынна 2930 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕшĕн РФ Уголовнăй кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «в»пункчĕпе айăплаççĕ. Ку ĕçе халĕ суд татса парĕ.