АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын сывлăхне сиен кÿнĕ

16 апреля 2008 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕ районти Хусанушкăнь ялĕнче пулса иртнĕ çĕçĕпе чикнĕ тĕслĕх пирки пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпченĕ.

Маларах судпа айăпланнă Н. тĕрĕс çул çине тăма васкаман иккен, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туман, каллех çын сывлăхне сиен кÿрсе йĕркене пăснă. Н. кăçалхи февралĕн 10-мĕшĕнче Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан О. патĕнче пулнă. Н. пĕрле пурăнакан Н.-па пĕр-пĕрне курайманнипе хирĕçсе кайнă, юри унăн сывлăхне сиен кÿрес тесе туристсен хуçланакан çĕççипе хырăмран чикнĕ.

Çапла майпа Н. Н.-а çĕçĕпе чиксе унăн çÿхе пыршине амантнă, çакă çыннăн сывлăхне пысăк сиен кÿнипе танлашать. Н. саккуна пăснăшăн РФ Уголовнăй кодексĕн 111-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланать.

Преступлени тунă Н. хăйĕн айăпне йышăннă, унăн ĕçне суда ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика