АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аван кăтартусемпе таврăнтăмăр

16 апреля 2008 г.

Республика шайĕнче иртекен кĕçĕн классен интеллектуаллă вăййисем кăçал вун виççĕмĕш хут Шупашкар хулинче иртрĕç.

Ку хутĕнче ăна март уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕп хуламăрти 50-мĕш шкулта йĕркелерĕç. Эпир те, Атнар шкулĕнче 4 А класра вĕренекенсем – Олеся Чумакова тата Татьяна Николаева – хутшăнма кăмăл турăмăр. Çак вăйăсенче эпир хамăр пĕлĕве, тавра курăма, пултарулăха, тăван чĕлхемĕре – чăваш чĕлхине – епле пĕлнине республика шайĕнче тĕрĕслерĕмĕр. Тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр эпир олимпиадăна. Тăван чĕлхе урокĕсенче вĕреннисене тепĕр хут тимлĕн аса илтĕмĕр, уроксем хыççăн та юлса пĕлĕве нумай тарăнлатрăмăр.

Çав тери нумай ача пухăнчĕ олимпиадăна. Унта эпир хамăра лăпкăн тытрăмăр, района лайăх кăтартусемпе таврăнтăмăр, хамăрăн ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмĕр, ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр. Олеся 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, манăн та кăтартусем япăхах пулмарĕç. Апла пулсан, пирĕн пĕлÿ шайĕ япăх теме çук.

Шупашкара кайса республика шайĕнче хамăр пĕлĕве тĕрĕслесе пăхни пирĕн кăмăла çĕклерĕ, чăваш чĕлхине тата ытларах тăрăшса, юратса вĕренес туйăма çирĕплетрĕ.

Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ. Унăн вăрттăнлăхсем питĕ нумай. Эпир вĕсене пĕлес тесе чунтан тăрăшатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика