19 апреля 2008 г.
Информаци агентствисем пĕлтернĕ тăрăх, ытлари кун Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн 9-мĕш съездĕнче унăн председателĕ пулма Владимир Путина суйланă.
Чăваш Ен Президенчĕ, «Единая Россия» партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров, парти съездне уçма хутшăннăскер, «Советская Чувашия» хаçат журналистне панă интервьюра çакна палăртнă: «Ĕнер Раççейре хăватлă, килĕшÿллĕ тата логикăпа килĕшсе тăракан парти институтне йĕркелесси вĕç¬ленчĕ. Наци лидерĕ Владимир Путин чи вăйлă, чи яваплă партие ертсе пыма тытăнчĕ. Çакă халăх ирĕкĕпе влаç институчĕн пĕрлехи килĕшÿлĕхне çирĕплетме май пачĕ. Партие персонизациленĕ хыççăн унăн халăх умĕнчи яваплăхĕ çав тери пысăк пулать.
Раççейре цивилизациллĕ, демократиллĕ политика тытăмĕ туса хурас енĕпе пысăк утăм тунă. Вăл парти строительствисĕр, унăн элеменчĕсемсĕр пулаймасть. Вĕсен ĕç-хĕлĕ патшалăх ĕçĕсене тухăçлă йĕркелесе пыма та, политикăна обшество енчен курăмлă витĕм кÿме те кирлĕ».
Николай Федоров çакна палăртнă: «Раççей Федерацийĕнчи политика сцени çинче пулса иртекен пулăмсем Чăваш Республикине ăнăçлă аталанма, пирĕн умра тăракан стратеги тĕллевĕсене лайăхрах тата тухăçлăрах пурнăçлама меллĕ. Владимир Владимирович Путин тата Дмитрий Анатольевич Медведев тухса каланисем халĕ эпир Чăваш Республикинче туса пыракан хальхи ĕçсемпе пĕр килеççĕ. Çакă Чăваш Енре тата Раççейре, федераципе регион шайĕнче тĕрĕс политика тытса пынине, унăн тухăçлăхĕ пысăк пулнине тепĕр хут çирĕплетет».
Аса илтеретпĕр: «Единая Россия» парти съезчĕ умĕн Мускавра «Стратеги 2020» общество форумĕ иртнĕ, унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннĕ çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи Стратегине сÿтсе явнă. Çакна палăртмалла: 2007 çулта анлă сÿтсе явнă хыççăн Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи Стратегине йышăннă, кăçалхи март уйăхĕнче вара – Чăваш Республикинчи вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегине.Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿÿ, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин сферисенчи проектсене пурнăçлас енĕпе тата ытти отрасльте пухнă опыта Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Раççей Президентне суйланнă Дмитрий Медведев пысăк хак панă.